Татьяна Чылыкова, район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕн опекăпа попечительство пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин майăн 11-мĕшĕнчи чĕнĕвĕнче пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă йышăнусем пулчĕç. Вĕсенчен пĕри- 3 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачасене пурне те 10 шар пин тенкĕ укçа пани. Хальхи вăхăтра çак пулăшу ĕçсĕр тăрса юлнă е сахал укçа-тенкĕ илекен ашшĕ-амăшĕшĕн уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ, вырăнлă. Кун пек çемье пирĕн районта та сахал мар. Владимир Владимирович ĕçе ансатлатас тĕллевпе заявленисене ашшĕ-амăшĕпе опекунсем электронлă майпа çеç памаллине те каласа хăварчĕ. Çавăн пекех патшалăх çемьесене социаллă пулăшу паракан йĕркепе кашни ачашăн 5-шер пин, 3-шер пин (условине кура) тенкĕ парса пулăшма йышăнни те кăмăллă. Ачашăн паракан пособи ỹсни те çемьешĕн ырă пулăм.
Ноябрь 2024 |