Террористсен чунсăрлăхне пула шар курнисен ячĕпе Раççейре кашни çулах Асăну кунне ирттереççĕ. Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекенĕсемпе класс ертÿçи Светлана Никитина «Тĕнчере хуçалантăрччĕ мир!» темăпа калаçÿ сехечĕ йĕркелерĕ.
Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунне ирттересси Çурçĕр Осети-Албани Республикинчи Беслан хулинче пулнă синкерпе çыхăннине ачасем лайăх пĕлеççĕ. 2004-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕлÿ кунне уявлама пухăннă 186 ача пурнăçĕ ним айăпсăр татăлнă-çке! Çакă çеç-и? Террористсен хаярлăхĕпе ирсĕрлĕхне пула пĕтĕмпе 335 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Аманнисен шучĕ те 500 çын ытла пулнă. Çавна май вĕрентекен ачасене тепĕр хут терроризм паянхи пурнăçра этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан юхăм пулнине асăрхаттарчĕ. Çак усаллăхпа кĕрешме, унран сыхланма, асăрханма пĕрлехи вăй çеç пысăк витĕм кÿни çинче чарăнса тăчĕ.
Кашни çулах Бесланти асăну комплексĕнче авăнăн 3-мĕшĕнче чан çапнă хыççăн 335 шурă хăмпă тÿпенелле вĕçет. Çак ÿкерчĕк, паллах, пурин чунне те çÿçентерет. Кашни
хăмпи — вăхăтсăр татăлнă пурнăç палли…
Терроризма хирĕç кĕрешсе шкул ачи мĕн тума пултарать-ха? Хамăра хÿтĕлеме пултаратпăр-и эпир? Çак ыйтусем тавра та пычĕ калаçу. Çĕр çинче мир, тăнăçлăх хуçалантăр, хаяр тупă сасси нихăçан та ан хуплатăрччĕ этемĕн çутă ĕмĕчĕсене. Вăрçă вучĕ те ан ялкăштăр!
Ачасем юлашкинчен тепĕр хут класра йĕркеленĕ «Ан пултăр вăрçă нихăçан!» кĕтесе пухăнчĕç. Вĕрентекенпе пĕрле вăрçă кÿнĕ синкерлĕхе, миршĕн кĕрешнĕ паттăрсене аса илчĕç, пĕр минут шăплăх саманчĕ хуçаланчĕ.
Бесланри инкек пире те ан кĕттĕр тесен пурин те кар тăрса кĕрешмелле, ырăпа çеç туслашмалла, асăрхануллă та сыхă, тимлĕ пулмалла. Юлашкинчен пурте çак шухăш патне пычĕç.
Ноябрь 2024 |