Конкурс çĕнтерỹçи - Анатолий Быков чикĕ хуралçи

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2019, 10:06 Просмотров: 268

Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат ĕçченĕсемшĕн нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕ тăван хаçатăмăрăн çуралнă кунĕпе çеç мар, журналистсен пуçарăвĕпе йĕркелекен "Çулталăк çынни" конкурса пĕтĕмлетнипе те çыхăннă. Сăмах май каласан, вулакансен хастарлăхне шута илсе йĕркелекен тупăшу çулсеренех пысăк кăмăл-туйăмпа иртни кăмăллă. Комисси иртнĕ эрнере, нарăсăн 6-мĕшĕнче, конкурса хутшăннă 12 çынтан чи нумай сасă пуçтарнă кандидатурăна палăртрĕ. "Çулталăк çынни - 2018" хисеплĕ ята республикăри "Пограничное братство" обществăн районти уйрăмĕн ертỹçи Анатолий Быков тивĕçрĕ. Ĕнер "Авангард" хаçатăн редакцийĕнче конкурс çĕнтерỹçине чысларĕç.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов, творчество коллективĕпе пичет ветеранĕсем хутшăнчĕç. Рудольф Селиванов чăн малтанах калем ĕçченĕсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене район пичечĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, малашне те хаçат страницисенче ял çыннине пăшăрхантаракан, вулакана кăсăклантаракан ыйтусене хускатма, çĕнĕ те пархатарлă, çивĕч ыйтусене çутатма, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ырă улшăнусемпе çитменлĕхсене тĕрĕс хак пама, вулаканпа малашне те тачă çыхăнура ĕçлеме каларĕ. Çавăн пекех Рудольф Васильевич редакцинче чылай çул вăй хуракан А. Суворова менеджера тата В. Плешков водителе район администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

Сумлă мероприятие пуçтарăннисен умĕнче район хаçачĕн тĕп редакторĕ Александр Козлов та çĕнтерỹçĕне чун-чĕререн саламларĕ, малашне те хăйĕн ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тума иксĕлми вăй-хал, пысăк хастарлăх, район хаçачĕпе тачă çыхăну тытма сунчĕ.

- Патăрьел районĕ республикăра яланах ырă пуçарупа, мухтавлă ывăл-хĕрĕпе, паттăрсемпе уйрăлса тăнă. Хаçат ĕçченĕсен пуçарулăхĕпе çултан-çул вăй илсе пыракан конкурс шăпах пирĕн хушăмăрти уйрăм хастарсене, кăтартуллă ĕçченсене палăртакан ĕç. Анатолий Алексеевича пысăк çĕнтерỹпе саламлатăп, вулакансен шанăçне пурнăçа кĕртме, район аталанăвĕнче тата пысăкрах тỹпе хывма ăнăçу сунатăп, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çĕнтерỹçĕне саламланă май.

Вулакана пĕлме:

Анатолий Быков - йĕрке хуралĕн ветеранĕ, хальхи вăхăтра "Россельхозбанкри" хурал тытăмĕнче ĕçлет. Чикĕ хуралçисен обществин районти уйрăмĕн хастарĕн пуçарăвĕпе пограничниксем экологипе, ыр кăмăллăхпа çыхăннă мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Алексей САЛМИН, пичет ĕçĕн ветеранĕ:

- Манăн ĕмĕрĕн пысăк пайĕ "Авангардпа" çыхăнчĕ. Çавăнпа та хаçат ĕçченĕсем хăйсен творчествине аталантарнипе пĕрлех çынсене кăсăклантаракан конкурса малалла тăсса пынине питĕ ырлатăп. Кăçал вăл 16-мĕш хут иртрĕ. Хаçатăн та, "Çулталăк çынни" конкурсăн та ĕмĕрĕ вăрăм пултăрах!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика