«Митташăн тав туса чăваш халăхĕ умĕнче пуçа таятăп...»

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:38 Просмотров: 261

Редакцирен: «Авангард» хаçата вулакансем редакци Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнипе çыхăннă статьясем пичетлесех тăнине ас тăваççĕ ĕнтĕ. Çав шутра 2023 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче Патăрьелĕнче тата Аслă Арапуç.нче иртнĕ Асăну кунĕ çинчен те тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ. Апла пулин те эпир çак статьяна та вулакансене сĕнес терĕмĕр — унта Митта пурнăçĕн, этем шăпин пĕлтерĕшне тепĕр енчен çутатса панă. 80 çул каялла хăй те нушана лекнĕ чăваш çынни саха (якут) çыннине тунă ырă ĕç нумай çул иртсен те манăçман иккен.

Çак сăмахсемпе Нуралжийа Тагы Патăрьел муниципалитет округĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнине уявлама пухăннă чăваш халăхĕ умĕнче пуç тайрĕ. Мĕншĕн тесен Саха (Якут) çĕрĕн мухтавлă ывăлĕн, СССР халăх вĕрентекенĕн Михаил Алексеевăн (1917-1995) хăй пурăннă чухнех чăвашсене янă çырăвĕ пур:

«...Пĕтĕм пурнăçăм тăршшĕпех эп Василий Митта чăваш писателĕн çутă сăнарне асран ямасăр пурăнатăп. Унпа эп таса пирĕштипе  тĕл пулнă пек, ман пурнăçăм вĕçнех çитнĕ чух тĕл пултăм. Вăлах мана выçса вилесрен çăлса хăварчĕ.

(…) Ку вăл е 1943, е 1944 çулта политикăшăн айăпласа хупнисен Унжа (Горький облаçĕ) лагерĕнче пулса иртрĕ. Вăрçă пыратчĕ. Пурнăç пур çĕрте те калама çук йывăрччĕ.

Эпĕ, Василий пекех, лагерьтеччĕ (кайран, паллах, пуçĕпех тÿрре кăларчĕç). Пĕррехинче, йывăр ĕç хыççăн, эп лагерь столовăйне кайрăм. Каялла таврăннă чух столовăйпа юнашарти пахча çимĕç управне кĕтĕм. Унта илемлĕ те ырă питлĕ тĕлĕнмелле кăмăллă çын ларать. Ку вăл чăваш çыравçи Василий Митта пулчĕ. Вăл манпа кăсăкланма пуçларĕ: ман шăпа пирки, якут халăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Тепĕр кун эп каллех пахча çимĕç управне кĕтĕм. Ку хутĕнче вăл хăй те мана кĕтнĕ иккен, ман валли пĕçернĕ  çĕр улми те темиçе хăварнă. Ытти кунсенче те вăл мана мĕнпе те пулин сăйлама тăрăшрĕ. Эпир вăл вăхăтра еплерех пурăннине шута илсен, ку вăл чăн-чăн çăлăнăç... 

(…) Эп   халь те хутран-ситрен чăвашсене тĕл пулкалатăп. Вĕсем маншăн чи ырă çынсем, ман вĕсене ыталаса чуптăвассăм килет. Çак туйăма манра ĕмĕрлĕхех Василий хăварчĕ.

Эпĕ якут, çапах та темшĕн Василий Миттапа, Андриян Николаевпа мухтанатăп!».

Ав мĕнле кураççĕ иккен Миттана ытти халăх çыннисем! Космонавтпа юнашар лартса хаклаççĕ! Унăн ырă ĕçĕшĕн 80 çул иртсен те чăваш халăхне тав тăваççĕ! Ахальтен мар Патăрьелсем хăйсен АслёСăвăçне çапла сумлаççĕ!

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, федерацин Çурçĕр-Хĕвелтухăç университечĕн доценчĕ Нуралжийа Тагы вара шăпах Михаил Алексеевăн тăванĕ. Вăл этнолог, тюрколог, халăх сиплевçи. Чăвашсен Тĕрĕк тĕнчин культура центрĕ йыхравланипе (ертÿçи Илле Иванов) вăл Чăваш Енпе паллашма килсе çитнĕччĕ. Паллă ĕнтĕ, Миттапа  çыхăннă уява хутшăнмасăр юлма пултараймарĕ. (Кунта халăх ăсĕ ан пăтрантăр тесен, çакна ăнлантарса памалла. Совет саманинче эпир çав халăх çыннисене ытларах якут ятпа чĕннĕ, çĕнĕ саманара вара вĕсем хайсене çырура та саха (чăвашла сахха тесен тĕрĕсрех, пусăм юлашки сыпăк çине ÿкет) теме пуçларĕç. Тĕрĕссипе, иккĕшĕ те пĕр ăнлава пĕлтерет — чăвашла ахах тени).

1983 çултанпа Митта премийĕ те пуррине пĕлетпĕр. Митта премийĕ — Геннадий Айхи тăван çĕршывĕнче тивĕçнĕ пĕрремĕш преми. Çак ятпа çырнă сăвă та пур унăн:

...Çĕнчĕ йăлт Ваçлей пиччемĕр,

Иртнĕ — манăçми хĕн-хур.

Ĕнтĕ халĕ, тăвансемĕр,

Унăн премийĕ те пур.

(…) Вăл, Митта Парни,

пуçланнă

Сăвăçăмăр чĕринче,

Çирĕпленнĕ те туптаннă

Унăн хĕнлĕ шăпинче.

Çав Парне, поэт Халалĕ,

Çĕкленет уйран-хиртен,

Çутатса тăрать вăл халĕ,

Чăн та, халăх чунĕнчен.

(«Митта премине илнĕ хыççăн каланă сăмах», юпа уйăхĕн

29-мĕшĕ, 1987 çул, Патăрьел.)

Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче уçăлнă Митта премийĕн лауреачĕ-ÿнерçĕсен куравĕ çинчен кăшт тĕплĕнрех калас килет. Унта Чăваш халăх художникĕн Неççе Кулин (Н.Енилин), Геннадий Исаевăн, Балтай Микуçĕн (Н.Балтаев), Виктор Аванмартăн (В.Егоров) ĕçĕсем тĕпре. Виктор Артемьев (Çĕнĕ Шупашкар) хальлĕхе лауреат мар пулин те, вăл та хăйĕн ĕçĕсене тăратнă, мĕншĕн тесен Митта Ваçлейĕн сăнне калăплама ăнтăлать. Куравра Геннадий Енилинăн ачаллах ÿкернĕ сюжетлă картинисем пур. Вĕсем ÿнер шкулĕнче вĕренекенсене кăсăклантараççех ĕнтĕ.

_ Митта сăнарне уçса пама çăмăл мар. /нерçĕсен шыравĕ паха. Хальлĕхе Митта сăнарне Балтай Микуçĕ медаль ăсталăхĕнче чи ăстан уçса пама пултарчĕ, - тет Илле Иванов.

Патăрьелĕнчи тĕп библиотека та сăвăç уявĕнчен айккинче юлмарĕ, унта та Митта премийĕн лауреачĕ-çыравçăсен кĕнекисен куравне йĕркеленĕ.

Чи хумхануллă самант — Аслă Арапуçĕнче Митта Ваçлейĕн вилтăприне чечексемпе пуç таю. Шел те, репресси çулĕсенче шар курнисен шăпи тĕрлĕрен. Ак, Ваçлей тетен шăллĕ — чăваш çыравçи Митта Петĕрĕ ГУЛАГ тĕрмисенчен таврăнайман, унăн вилтăприйĕ ăçтине те пĕлместпĕр. Ăçта кайса пуç таяс, ăçта чечек хурас? Митта Ваçлейĕ пекех репрессие лекнĕ Неçтĕр Янкас (Трак тăрăхĕ), Николай Шупуççынни (Шупашкар муниципалитет округĕ) тата ытти çĕршер  çыннăн вилтăприйĕсем те çук. Кÿршĕллĕ Елчĕкрен Турхан Яккăвĕн те çук, Турхан Хĕветĕр.н те çук. Çавăнпах Митта Ваçлейĕн вилтăприне пуç таюн пĕлтерĕшĕ тата аслăланать. Урăхла каласан, Миттапа пĕрле синкер шăпаллисене пурне те асăнатпăр, пурин умĕнче те пуç таятпăр. Тен, хăçан та пулин çав тискер вăхăтшăн каçару ыйтса çитерĕпĕр. Çав çылăх каçать пулсан...

Хальхинче те Аслă Сăвăçăмăр вилтăприйĕ çинче поэт сăввисем, тăван сăмах тата Саха çĕрĕн тимĕр купăсĕ янăрарĕç... Чул палăк çырăвĕ пурнăçланнăнах туйăнать:

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам,

Пин юррăмран

           ĕри анчах юлайтăр,

Ăна тăван ыр кăмăлпа юрлатăр, -

Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.

(Митта Ваçлейĕ.)

Аслă Арапуçĕнчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулта Митта палăкĕ умне  чĕрĕ чечексем хучĕç, шкулта унăн тата хăнасен сăввисем янăрарĕç: Тутарстанран Анатолий Малышев, Евгений Турхан, Константин Малышев, Шупашкартан Лидия Ковалюк, Владимир Терентьев-Тăвăл, тăван районтан Николай Ларионов, Николай Николаев, Якку Степанов килнĕ. Неççе Кули (Шупашкар), Виктор Аванмарт (Чĕмпĕр), Виктор Артемьев (Çĕнĕ Шупашкар) ÿнерçĕсем те хăйсен сăмахне каларĕç.

Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнин уявĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн уявĕ пекех туйăнчĕ. Тен, анлăрах та пулчĕ пуль. Çапла пултăрах.

 Эльвира ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика