Муниципалитет округĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комисси тимлĕ ĕçлет,

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:09 Просмотров: 296

Юлашки кунсенче çанталăк палăрмаллах ăшă тăнă май çак эрнере хирсенчи юр ирĕлсе вырăнтан тапранчĕ.

Пăла юхан шывĕ те пĕр метр ытла хăпарса çыран хĕрринелле палăрмаллах сарăлчĕ. Çуркуннехи çут çанталăк пулăмĕ пире çулсеренех шыв-шур хăрушлăхне сирме хатĕр пулма хистет. Кун валли сăлтавĕ те пур. Мĕншĕн тесен Патăрьел муниципалитет округĕнчи 9 ял - Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Первомайски, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел, Кивĕ Ахпỹрт, Тикеш - шыв-шур сарăлса инкек кăтарма пултаракан лаптăка кĕреççĕ. Кăçал хĕлле юр нумай çунăран çак ыйту пушшех çивĕч тăрать.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци, ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне Пăла анлăн сарăлса Тутар Тимешĕнче пурăнакансен хуçалăхĕ патнех çитнĕ, анчах шыв илмен. Кунти хăрушлăх пирки территори пайĕн те сăнасах тăмалла. Урамри пăрăхсене пăртан, çỹп-çапран кирлĕ пек тасатса яманран, шыв çулне уçманран Вăтаелĕнчи пĕр урамра шыв кĕрлесе юхрĕ, Сăкăтра та çакнашкал тĕслĕх пулса илчĕ.

Муниципалитет округĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комисси тимлĕ ĕçлет, лару-тăрăва сăнасах тăрать. Апрелĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов комиссин черетсĕр ларăвне ирттернĕ, çурхи шыва пăтăрмасăр юхтарас тĕлĕшпе лару-тăрăва тишкернĕ, территори пайĕсенче шыв сарăлнине сăнасах тăмаллине, çынсене кирлĕ пулăшу памаллине çивĕчлетнĕ

Çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнче çурхи шыв-шур тапхăрĕ çивĕчленнине кура 2024 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчен, 17 сехетерен пуçласа хăрушлăха сирме хатĕр режима çирĕплетнĕ. Çакнашкал йышăну шыв-шур хăрушлăхне сирмелли ыйтăва оперативлă татса пама май парĕ.

Паллах, этемлĕх çут çанталăк пулăмне хирĕç тăраймĕ. Çапах та унтан асăрханма, шыв çулĕсене маларах уçса яма, пăрăхсене тасатма пулатех. Шыв хăвăрт сарăлсан, хуçалăха инкек кăтартма пуçлас хăрушлăх сиксе тухсан вара çак ыйтупа чăн малтанах пĕрлехи диспетчер службине "112" телефонпа шăнкăравламалла, вырăнти влаçа пĕлтермелле. Пăтăрмах е инкек пирки тỹрех социаллă сете, Интернет уçлăхне лартни, çынсене тĕлĕнтерни никама та çăмăллăх кỹмест, паллах.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика