Сывă пурнăç йĕркипе пурăнар

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:47 Просмотров: 234

 Общество аталанăвĕнче халăхсен сывлăхĕ çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Сывлăхлă çыннăн ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Анчах ăна упрама пĕлмелле.

Пирус туртни, эрех ĕçни, ытларах çини, сахал хусканусем туни, вăйлă пăшăрханни сывлăх çине пысăк витĕм кỹме пултараççĕ. Пирус туртни чĕрен ишеми, сывлав органĕсенче, тутара, апат хуранĕнче, пырта усал шыçă чирĕсене пуçарса яма пултарать.

Пирусра никотин пулни ăна хăнăхма май парать. Туртакансен кун-çулĕ кĕскерех.

Алкоголь вара çыннăн кирек хăш органне те сиенлеме пултарать. Сиенсĕр эрех-сăра хутăшĕ çуккине çамка çине картсах хумалла.

Алкогольпе усă куракан çын 60 ытла чирпе чирлеме пултарать: тĕп нерв системисен, вар-хырăм, чĕрепе юн тымарĕсен, усал шыçă...

Вĕсен вилеслĕхĕ эрех ĕçменнисемпе танлаштарсан 2-3 хут пысăкрах.

Нумайрах çини ỹт хушаслăха ỹстерет. Унпа каллех савăнмалли çук. Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, гипертони, сахăр диабечĕ, нерв системи хавшани палăрма пултарать. Çакă йăха малалла тăсассинче те вырăнлах мар.

Вăйлă пăшăрханни вара çыннăн кирек хăш организмне те витĕм кỹрет. Ыйхă вĕçет. Çавăнпа та кирек хăш чир ан çулăхтăр тесен те спортпа туслă пулмалла. Хускану - пурнăç тесе ахальтен каламан. Кирек хăш çулта та пурнăçламалли упражненисем пурах.

Апата пĕлсе çимелле. Менюра витаминсемпе пуян пахча-çимĕç, улма-çырла ытларах пулмалла. Газировка шывĕсене, çурма фабрикатсене, сухарисене сахалрах усă курăр.

Сиенлĕ йăласем - пирĕн организм тăшманĕсем. Сывă пурнăç йĕркишĕн наркомани, пирус туртни, эрех-сăра ĕçни вырăнсăр. Талăкра 7-8 сехет çывăрма тăрăшăр. Кăмăл-туйăм савăк пултăр. Кирлĕ-кирлĕ маршăнах ан пăшăрханăр. Пỹрт-çурта уçăлтарсах тăрăр.

Диспансеризаци тухма ан манăр.

Алсу САЛИХОВА, терапевт.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика