Çирĕп çемье - çĕршыв пуянлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:07 Просмотров: 298

 САМАНАН кирек хăш тапхăрĕнче те шанчăклă çемье яланах çĕршыв пуянлăхĕ, çирĕп вăй, ырă малашлăх шутланнă. Çемье пĕлтерĕшĕ хальхи вăхăтра та, патшалăх шайĕнче те пысăк. Кăçал та, акă, муниципалитет округĕнче 50, 55, 60 е тата ытларах çул пурăнакан мăшăрсене саламласси малалла пырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем апрель уйăхĕнче 6 мăшăра çемье çавăрни 50 çул çитнĕ ятпа саламлаççĕ. Тăрăнти Владимирпа Мария Кузнецовсем, Еншикри Николайпа Елизавета Суворовсем, Шăхачри Петрпа Вера Кудряшовсем, Шăнкăртамри Минзагитпа Минзатия Аюповсем тата Ринатпа Федания Умеровсем, Кивĕ Катекри Марияпа Илья Кузнецовсем шăп та лăп 50 çул каллла çак уйăхра çемье çавăрнă. Вĕсене ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсемпе çыннисем те ылтăн туй ячĕпе саламлĕç. Кзыл-Чишмари Арыслан Сафагереевичпа Халверия Зейнулловна Салимгереевсемшĕн тата пысăкрах юбилей - изумруд туй! Хисеплĕ мăшăр 55 çул пĕрле пурăнать, виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика