Мĕншĕн пушанмаççĕ-ши ешчĕксем?

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2024, 18:38 Просмотров: 230

 Патăрьелĕнчи Ленин урамĕ тирпей-илемпе куçа илĕртет. Çỹп-çап тăкакан ешчĕксене те пушатсах тăраççĕ. Анчах тĕп урамран кассене пăрăнсан (Мичурин, Садовый, Комаров урамĕсем) кăмăл хуçăлать. Кунти контейнерсем туллиех (сăн ỹкерчĕксене 2024 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче тунă). Вăл кăна мар, айккисене те тĕркемсене купаласа хунă. Кивĕ сĕтел-пукан, хăрнă турат та вырăн тупнă унта.

Укçи-тенкине вăхăтра тỹлетпĕр пулсан мĕншĕн çỹп-çапа вăхăтра турттарса каймалла мар? Халĕ тата çанталăк ăшăтса пынă май унта шăна-пăван та сĕрлеме пикенĕ. Яваплă организацин кун пирки пĕтĕмлетỹсем тумаллах.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика