Пултаруллă ертỹçĕ, паллă политик

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:38 Просмотров: 285

Паллă политик тата парти ĕçченĕ Леонид Прокопьевич Прокопьев (07.04.1934-08.01.2006) çуралнăранпа 90 çул çитет.

Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче çуралса ỹснĕ чăваш ачин ертỹçĕ пултарулăхĕ 1975-1989 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕн председателĕ пулнă вăхăтра уйрăмах палăрнă. Вăл халăхшăн, республикăшăн, Шупашкар хулине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă çынсенчен пĕри пулса тăрать. Ун вăхăтĕнче нумай-нумай объект - сиплев учрежденийĕсем, шкулсем, йăла çурчĕсем, ача сачĕсем, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем - хута янă. Çавăн пекех ăста ертỹçĕ халăха та итлеме пĕлнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Шупашкарти оперăпа балет театрне тутарнă, вăл çĕршывра чи чапли, чи палли пултăрччĕ тесе ĕмĕтленнĕ.

Леонид Прокопьев ĕçри хастарлăхĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен Туслăхĕ, "Хисеп Палли" орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. 2006 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче вăл пурнăçран уйрăлнă.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика