Врач-нарколог сиенлĕ йăла пирки калаçăва çивĕчлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:08 Просмотров: 282

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ централизациленĕ библиотекăра çамрăксем пуçтарăнса калаçмалли ятарлă территоринче тăтăшах врачсем, социаллă педагогсем, психологсем, право хуралĕн сотрудникĕсем тата ыттисем те кăсăклă тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Хальхинче Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Надежда Надина врач-нарколог агропромышленность техникумĕнчи студентсемпе эрех-сăра, чикарккă, наркотик енне сулăннă е вĕсене тутанса пăхнă çамрăксемшĕн вĕсем сывлăха мĕнле сиен кỹни, усал йăласенчен писмелли меслетсем пирки калаçу пуçарнă, ыйтусем çине хуравланă. Надежда Борисовна каччăсемпе хĕрсене пур енĕпе те кăтартуллă, пултаруллă, çĕршывшăн юрăхлă çитĕнмеллине, спортпа туслă пулмаллине палăртнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика