Юрă пулчĕ чун уççи

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2024, 16:09 Просмотров: 290

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче муниципалитет округĕнчи территори пайĕсен хушшинче Александра Пахмутова юррисемпе "Вăхăт таппи" фестиваль-конкурс иртрĕ. Ăна Раççейри Çемье тата Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăксене халалларĕç.

Фестивале уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдиновпа 2023 çулта Гран-прие çĕнсе илнĕ Туçа территори пайĕн начальникĕ Алена Мальцева тивĕçрĕç.

Александра Пахмутовăна пĕлмен çын çуках та-тăр. Вăл кĕвĕленĕ тата çырнă юрăсем пирĕн пурнăçа илем кỹреççĕ, истори пулăмĕсене çутатма май параççĕ, туслăха çирĕплетме пулăшаççĕ, юрату туйăмĕсене çуратаççĕ. Юрăпа тĕнче уçлăхне вĕçнĕ, анлă стройкăна кайнă, олимп рекорчĕсене çĕнетнĕ. Çулсем иртеççĕ пулин те кĕвĕсем чуна çывăх янăраççĕ, чун-чĕрене ăшăлăх параççĕ.

"Нежность", "Как молоды мы были", "Я не могу иначе", "Эхо любви", "Старый клен", "До свидания, мой ласковый мишка", "Девчонки танцуют на палубе" юрăсем чун-чĕре хĕлĕхĕсене хускатса романтикăпа ăшă ытама илчĕç. "Птица счастья" вара кашнийĕшне çамрăклăха таврăнма май пачĕ. "И вновь продолжается бой", "Пока не поздно" патриотла юрăсем тулли вăй-хăват кĕртсе тăван çĕршывшăн хăпартланма хавхалантараççĕ.

Фестивале кашнийĕшĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Чуна çывăх кĕвĕсем куракансене тыткăна илчĕç.

Фестивальте культура ĕçченĕсене чысларĕç (вĕсен уявĕ мартăн 25-мĕшĕнче пулнă), тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене пачĕç.

 Равиль Фарахутдинович ташă-юрă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе уяв сĕмне илем кỹнине, малашлăхра ырă ĕмĕтсем çуратма пулăшнине, кашни саманта хисеплеме, юратма вĕрентнине палăртрĕ.

Конкурсра Гран-прие Нăрваш Шăхаль территори пайĕн артисчĕсем çĕнсе илчĕç, пĕрремĕш вырăна вара Туçа, иккĕмĕшне Тутар Сăкăт тата Шăхач, виççĕмĕшне Тăрăн, Шăнкăртам, Первомайски территори пайĕсен коллективĕсем тивĕçрĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика