Тирпей-илеме пĕрле тумалла

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 17:18 Просмотров: 175

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче организаци-учреждени, структура подразделенийĕн, территори пайĕн начальникĕсемпе ирттернĕ анлă лару сумлă лару-тăруран пуçланчĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн Пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ячĕпе çар чаçĕнчен килнĕ Тав çырăвĕсене паттăрсен ашшĕ-амăшне парса чысларĕç. Унтан шкулта вĕренекен ачасене ĕçпе тивĕçтерессипе ăнăçлă тăрăшакан Аслă Чементи, Ыхра Çырминчи, Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Тутар Сăкăтĕнчи тата Туçари пĕлỹ çурчĕсен директорĕсене Чăваш Енри Ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министерствин Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Çуркунне юр ирĕлнĕçем унта та кунта выртакан ăпăр-тапăр тỹрех куçа курăнать. Тавралăха тасатса тăрасси вара кашни çыннăн тивĕçĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн - строительство, çул-йĕр тата хăтлăх кĕртессипе ĕçлекен пай начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов округ территоринче хăтлăх кĕртессипе экологи субботникĕсем йĕркеленине, çак ĕçе малалла та йĕркелесе пымаллине каларĕ. Патăрьел, Туçа, Первомайски, Пикшик территори пайĕсенче çуркунне тавралăха тасатассипе туса ирттернĕ ĕçсем пирки Николай Андреев, Алена Мальцева, Леонид Пыркин территори пайĕн начальникĕсем тата территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Исаева чарăнса тăчĕç.

Апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 5-мĕшĕччен Мускаври ВДНХ-ра "Раççей" курав-форумра Чăваш Ен пурнăçĕпе паллаштаракан 75-мĕш павильонра Патăрьел муниципалитет округĕн ĕç-хĕлне кăтартса параççĕ. Вăл "Паттăр еткерĕ" ятпа иртет.

Çывхарса пыракан Çуркуннепе Ĕç уявне тата Çĕнтерỹ кунне халалласа йĕркелекен мероприятисемпе Патăрьел муниципалитет округĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕсен пайĕн начальникĕ Наталия Никитина тухса каларĕ.

Анлă ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Вăл кун йĕркинчи кашни ыйтăва тимлĕхре тытмаллине, хамăр пурăнакан кĕтесе, ача-пăча лапамĕсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте учрежденисенче тăрăшакансене çеç мар, халăха та явăçтармаллине çивĕчлетрĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика