Культурăна çемьере хăнăхмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2024, 22:59 Просмотров: 171

 Культура - çыннăн чун-чĕре тĕкĕрĕ. Ачана çуралсассăнах ăна хăнăхтарма тăрăшатпăр. Калаçма пуçласан ашшĕ-амăшне хисеплесе чĕнет. Ачасене ятран калама хăнăхать. Юрăсене ĕнĕрлет. Юмахсенчи сăнарсене астуса юлма вĕренет тата ытти те. Культурăна пурин те хăнăхмалла.

 Кашни халăхăн культури пуян. Тутарсен те çав шутра. Вĕсен хăйсен чĕлхи, уйрăмлăхĕсем, палăрăмĕсем, наци йăли-йĕрки...Культура сăпайлăха, ĕçченлĕхе, туслăха хăнăхтарать.

Çыннăн пурнăçĕнче çемье пĕлтерĕшĕ пысăк. Унта сана чи çывăххисем пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, аслисенчен кĕçĕннисем тĕслĕх илеççĕ. Çемье йăли-йĕркипе культури кашнийĕн уйрăмрах та пулма пултарать. Шăпах çакна тĕпе хурса мероприяти ирттерме тăрăшрĕç те Кзыл Чишма ял библиотекинче. Ăна Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне халалларĕç. "Хĕрлĕ ромашкăсем" клуба çỹрекенсене кунти библиотека заведующийĕ çын пурнăçĕнче çемье мĕнле вырăн йышăннине каласа пачĕ. Культура çине тимлĕх уйăрчĕ. Унтан тутар кухнинче кулленхи, хăна, типĕ тытнă чухнехи валли апат мĕнле хатĕрлемеллипе паллашрĕç. Халăх каларăшĕсене аса илчĕç. Сĕтел çине лартакан савăт-сапана мĕнле вырнаçтармаллипе, тутлă апат хатĕрлессипе "Уяв валли мĕнле апат пĕçеретпĕр", "Йăла-йĕрке", "Этикет" конкурссем ирттерчĕç.

 Халăхра пĕр-пĕрне кĕтсе илесси, ăнланасси, туслă пурăнасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси малта тăрать. Çаксем шăпах пурнăçра чи кирлĕ енсем те ĕнтĕ. Лайăххине илемлĕ литературăра та сахал мар тĕл пулатăн. Çавăнпа мероприятие хутшăннисем тутар халăхĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллашрĕç, вулама илчĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика