Палламан çынсене киле ан кĕртĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2024, 19:48 Просмотров: 256

 ЮЛАШКИ вăхăтра ялсенче чикансем ушкăнпа, автомашинăпа çỹренине, çынсенчен пĕр-пĕр япала пирки ыйтнине, тĕкрен хатĕрленĕ тỹшек-минтер, тимĕр-тăмăр е тĕслĕ металл пуррипе кăсăкланнине час-часах курма пулать. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ Алексей Быков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсемпе шанăçа кĕрсе калаçса улталаса хăварма, кил хуçи вĕсем ыйтнипе унта-кунта пăрăннă вăхăтра мĕн те пулин çаратма е укçи-тенкине те илсе тухса кайма пултараççĕ. Алексей Анатольевич нумай пулмасть Татмăшра та çакнашкал тĕслĕх пулнă пирки асăнса хăварчĕ.

Çавăнпа та хальхи вăхăтра чикансене те, палламан ытти çынсене те алăк уçса кĕртмелле мар. Енчен те эсир ултавçăсемпе куçа-куçăн тĕл пулсан, çийĕнчех муниципалитет округĕнчи полицие 6-14-92 е 6-10-02 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика