Афганистан... Эс манăçми суран

Категория: Публикации Опубликовано: 19.02.2019, 11:14 Просмотров: 271

Афганистан... Эс манăçми суран Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухни 30 çул çитрĕ. Çак кун çулленех Патăрьелĕнче Афганистанра вилнĕ ентешсене асăнса лартнă палăк-танк умне "хĕрỹ точкăсенче" службăра тăнисем пухăнаççĕ. Кăçал та вĕсем пĕрле пуçтарăнса митинг ирттернĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çак комиссарĕ Е. Семенов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем тата ыттисем те хутшăннă.

- Эпир йывăр лару-тăрура çар задачисене пурнăçланă, çар присягине чун-чĕрипе парăннă пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр. Çапăçăва хутшăннă чылай ветеран паян та стройра-ха, вĕсем район пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. Çак вăрçăра çывăх çыннисене, ывăлĕсене, мăшăрĕсене ĕмĕрлĕхех çухатнисен хуйхине пĕрле пайлатпăр. Вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр", - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов тухса калаçнă май. Çавăн пекех вăл воин-афганецсем малашне сывлăхĕсене çирĕплетме Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне тỹлевсĕр çỹреме пултарни пирки йышăну кăларнине пĕлтернĕ.

Кзыл Чишмари Ф. Сулейманов афганец çак вăрçă нихăçан та асран тухманнине, çитĕнекен ăрăва ун çинчен ытларах каласа памаллине, ачасен чунĕнче патриотлăх туйăмне çуратма тăрăшмаллине, çĕршыва юратма, пирĕн салтаксемпе мăнаçланма вĕрентмеллине каланă.

Районтан 240 ытла каччă Афган вăрçине хутшăннă, вĕсенчен çиччĕшĕ - Шăнкăртамри М. Валитов, Сăкăтри Н. Родионовпа М. Мтин, Тутар Сăкăтĕнчи Р. Куликов, Турханти В. Перлов, Сителти А. Журавлев, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Г. Козлов - яланлăхах 19 çулта тăрса юлнă.

Митинга хутшăннисем ĕмĕрлĕхех куçне хупнă салтак-афганецсене асăнса палăк умне кăшăлсем, чечексем хунă.

О. Павлова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика