Алла кĕреçе тытма вăхăт çитрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2019, 10:27 Просмотров: 491

ÇАНТАЛĂК çуркунне еннелле сулăнса пыни куçкĕрет: кăнтăрла хĕвел ăшши савăнтарать, çурт хĕррисенчи тумла пăрĕсем сас парсах кап! та кап! ỹкеççĕ, аслă çулсем çинчи путăксенче шыв кỹленчĕкĕсем те пуçтарăнаççĕ. Чунсенче те ырă пулăма кĕтнĕ чухнехи евĕр çĕкленỹллĕ кăмăл. Çак кунсенче çулталăкăн чи хитре вăхăчĕ - çурпике - пире хăйĕн ытамне илме хатĕрленет темелле. Çавăнпа пĕрлех çуркунне юр хăвăрт ирĕлсе ейỹ сарăлма, шыв-шур çурт-йĕрпе хуралтăсене шыв айне туса хур кăтарма пултарнине те шута илмелле. Хальхи вăхăтра алла кĕреçе тытса шыва юхтарса кăлармалли пăрăхсене тасатмалла, каналсене, гидротехника сооруженийĕсене, дамбăсене пăхса ямалла. Шыв сарăлнă вăхăтра вырăнсенчи оперативлă штаб талăкĕпех ĕçлеме хатĕр пулмалла. Уйрăм кил-çуртра пурăнакансен те паян-ыранах шыв çулĕсене уçмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика