Пуш уйăхĕ те пушăлла иртмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2019, 13:57 Просмотров: 341

ÇУРКУННЕН пĕрремĕш уйăхĕнче хăйсен çавра юбилейне - 90, 95 çулхи менельникне - паллă тăвакан ватăсем вунтăваттăн. Урăхла каласан, пуш уйăхĕ те пушăллах иртмĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ çеç арçынсем, ыттисем пурте ача амăшĕсем. Çак сăлтавпа кĕрекене ларма хатĕрленекен хисеплĕ ĕç ветеранĕсем ытларах Шăнкăртамран. Ял тăрăхĕпе районти социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсем тăватă аксакала юбилей ячĕпе саламлĕç.

Çак кунсенче çеç район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Наталия Никитина тата Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Еремеев Тури Тăрмăшри Сила Ивановна Семенкина ĕç ветеранне, тыл хастарне 90 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă открыткисене тата парне парса чыс тунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика