Марафон старт илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2019, 09:39 Просмотров: 378

 

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ. Акци уçăлнă ятпа пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă.

Сăваплă мероприятин тĕп тĕллевĕ – ачалăха хÿтĕлесси тата пулăшасси. Республикăра çак акцие 1995 çулта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. «Пухăннă укçа-тенкĕне уçăмлăн тăкаклани куç кĕретех. Унпа нумай ачаллă, çитмен пурнăçпа пурăнакан  çемьесенче çитĕнекен çамрăк ăру валли тĕрлĕ вĕренÿ хатĕрĕ, кĕпе-тумтир, эмелсем туянма  усă курнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – бюджет, финанс, налук ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия»  политика партийĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов ыр кăмăллăх марафонне хутшăнакансен йышĕ çулран çул ÿссе пынине палăртнă, çак сăваплă ĕçе кăçал та республикăра пурăнакансем хастар хутшăнасса шанса тăнине пĕлтернĕ.

А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика