Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2019, 13:32 Просмотров: 291

Тав çырăвĕ килнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн кĕрешÿ спорчĕн федерацийĕн президентĕнчен Михаил Мамиашвилирен Тав çырăвĕ килнĕ. Раççей спортсменĕсем Нови-Сад хулинче (Серби) ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе иртнĕ турнирта 25 медаль çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсем тата призерсем хушшинче Чăваш Енри спортсменсем те пур. Мария Кузнецова 65 кг виçе категорийĕнче ылтăн, Евгения Захарченко 72 кг виçере кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Хулари çамрăк тухтăрсене укçан пулăшаççĕ

Чăваш Республикинчи больницăсенчи пуçламăш тытăмри тухтăрсене 200 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ. Ку çăмăллăхпа 35 çула çитмен, 2016 çултанпа хула сыватмăшĕсенче ĕçлекен çамрăксем усă курма пултараççĕ. Хальлĕхе 18 врач çак пулăшăва тивĕçнĕ.

Шупашкарта Наврус уявне паллă тунă

Чăвашла Нарăс теççĕ. Халиччен ăна пирĕн хутлăхра паллă туман. Хальхинче Навруса узбек, туркмен, тутар, чăваш, ытти халăх представителĕсем хутшăннă. Пухăннисене ЧР культура министрĕн çумĕ Е. Чернова, ЧР Халăхĕсен ассамблейин председателĕ Л. Кураков, Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ А. Иванов саламланă. Уяв программи юрă-ташă номерĕсемпе пуян пулнă. 

Пирĕн велосипедистсем —çĕнтерÿçĕсем

Краснодар крайĕнчи Кабардинка поселокĕнче «Жемчужина моря-2019» маунтинбайк спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕ иртнĕ. Пирĕн ентеш Ольга Терентьева республика тата Санкт-Петербург чысне тивĕçлĕ хÿтĕлесе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.Çавăн пекех каллех пирĕн ентеш, Вăрмар районĕнчи Пинер каччи Руслан Боредский, малти вырăна тухса чăваш ятне çĕкленĕ. Вăл Санкт-Петербургшăн ăмăртнă.

Крым Раççейпе —пилĕк çул пĕрле!

2014 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕршывăн тĕп хулинчи Кремльте Крыма тата Севастополе Раççей Федерацине йышăнасси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ. Унтанпа пилĕк çул çитрĕ. Шупашкарти Республика лапамĕнче историллĕ çав куна халалланă «Эпир пĕрле!» уяв концерчĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Правительствин членĕсем, вĕренекенсемпе ĕç коллективĕсен представителĕсем, пенсионерсем хутшăннă. Хула çыннисене пултарулăх коллективĕсем, чăваш эстрадин артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă

 

Парăмсем уголовлă ĕçсем çуратма пултараççĕ

Коррупципе мĕнлерех кĕрешнине республикăн çак ĕçе йĕркелекен комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тишкернĕ. ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешмелли саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев та, Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Полтинин та республика шайĕнчи тĕрĕслев ведомствисем коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртас енĕпе пуçаруллă пулманнине палăртнă. Çавна май прокуратура представителĕ муниципалитетсенчи ĕç-пуçа тĕрĕслес тĕлĕшпе Тĕрĕслевпе шут палатин полномочийĕсене анлăлатма та сĕннĕ. Уйрăм ыйту — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципалитетсен пурлăхне арендăна панăшăн илмелли тÿлев парăмĕсене чакарас енĕпе мĕнле ĕçлени. Темиçе район администрацийĕн пуçлăхĕсене итленĕ. Александр Николаев вице-премьер вара уйрăм тĕслĕхсемпе çыхăннă материалсене право хуралĕн органĕсене парас кăмăлне те пытарман. Çавна май парăм ыйтăвĕ уголовлă ĕçсем çуратма та пултарать.

 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика