Тỹлевсĕр "хăйма" çиме хатĕр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019, 10:33 Просмотров: 719

КУ ТАРАНЧЧЕН апрелĕн 1-мĕшне календарьти нимĕнле паллă кунсен, уявсен шутне те кĕртмен, хĕрлĕпе те çырман. Çапах та халăхра ĕлĕк-авалтанпах ырă йăла-йĕрке пырать: çак кун çынсем пĕр-пĕрне чике тăршшĕ лартаççĕ, кулăшла пулăмсем шутласа кăлараççĕ тата ытти те. Ахальтен мар тĕрлĕ çĕршывра паллă тăвакан хăйне евĕр савăнăçа "Кулăш кунĕ" е никама та кỹрентермесĕр каласан "Ухмахсен кунĕ" тесе хаклаççĕ. Эсир вара тỹлевсĕр "хăйма" çиме хатĕр-и? Вăл çеç те мар-ха. Чун-чĕререн, ырă кăмăлтан, сас кăларса кулакан çын хăйне-хăйех тухтăр вырăнĕнче пысăк пулăшу пама, эмел илме пултарать. Гиппократ тупине йышăннă медицина специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, ун пек чухне организмра пуçтарăннă тĕрлĕрен инфекци пĕтĕмпех тасалать-мĕн, çав вăхăтрах астмăпа тата ỹпке чирĕпе нушаланакансене те кăмăла ирĕке яни уйрăмах сиплĕ. Апла пулсан пĕр кун çеç мар, çулталăкĕпех савăнса, кулса пурăнар!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика