Пĕр çемьере тăватă ăру килĕштерсе пурăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 01.04.2019, 10:37 Просмотров: 694

ШĂНКĂРТАМРА çамрăк мăшăр ваттисемпе пĕр çемьере килĕштерсе пурăнасси, йăха малалла тăсасси ырă йăлара. Ку тĕлĕшпе вĕсенчен тĕслĕх илмелли нумай. Çак пысăк ялта чылай бабай-эпи ачисемпе çеç мар, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе пĕр чĕлхе тупса, пĕр-пĕрне хисеплесе ĕмĕрлет. Ватлăх ват тути калать пулин те, чун панă çывăх çынсене сума суни пархатарлă. Акă, çак кунсенче çеç 90 çул тултарнă Сагдетбену Минулловна Пугачева ĕç ветеранĕн çемйинче тăватă ăру килĕштерсе пурăнать, савăнăçа та, пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăха та пĕрле пайлать. Кунтан ытла çынна çĕр çинче мĕн кирлĕ? Сăмах май каласан, çулталăк вĕçлениччен Шăнкăртамра тепĕр сакăр ĕç ветеранне пысăк юбилей ячĕпе чыслама, Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн салам сăмахĕсене çитерме хатĕрленеççĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнче вара Г. Фасхутдинова 101 çул тултарать. Паян ялта çулĕпе унтан асли çук.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика