"Пăва çулĕ çинчи" писатель

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 11:25 Просмотров: 417

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсен шутне пĕр иккĕленмесĕрех Алексей Талвир (Алексей Филиппович Башкиров) писателе кĕртме юрать.

Вăл Патăрьел ялĕнче 1909 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Йышлă çемьере ỹснĕ пулас çыравçă. Ашшĕпе амăшĕ - Филипп Ивановичпа Хветура аппа - çичĕ ача çитĕнтернĕ: тăватă ывăл та виçĕ хĕр! Алексей- чи асли. Çавăнпа ăна йывăрлăхĕ те нумайрах лекнĕ. Ашшĕ суха тума кайсан, амăш çум çумлама тухсан, киле юлнă шăллĕсемпе йăмăкĕсене унсăр пуçне камăн пăхмалла! Кăшт ỹсерехпе вара мăннисемпе пĕрлех йывăр ĕçсене явăçнă. "Манăн пилĕк ыратать, пĕрмай пĕшкĕнсе вырас килмест, анчах эпĕ текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Манпа пĕр çулхи тантăшсем пурте хире тухнă, пурте çурла тытса уйрăм каçалăк илсе пыраççĕ",- çырать каярах автобиографиллĕ повеçĕнче Алексей Филиппович çамрăклăхне аса илсе. Ун чухне вăл, саккăрти-тăххăрти ача: "Кăнтăрлахи апатчен анне утмăл кĕлте турĕ, атте - аллă пиллĕк, эп - çирĕм иккĕ",-тесе шутланă.

Алексей ашшĕ таврари чи ăста тимĕрçĕ пулнă. 1924 çулта Патăрьелĕнче ял хуçалăх шкулне (кайран - професси училищи, халĕ - техникум) уçсан, вăл унта çамрăксене тимĕр япала тỹрлетме вĕрентнине те пĕлеççĕ ялти ватăсем. Яра куна сунтал умĕнче ирттернĕрен ыраш вырнă чухне мăшăрне çитеймен, ахăртнех. Çавна та асăрханă мар-и çивĕч ăслă ача!

Пĕлỹ патне туртăнаканскер, малтан ялти земство шкулĕнче вĕреннĕ, малалла Сăкăтри халăх училищинче, унтан 20 çухрăмри Аслă Арапуçĕнче икĕ сыпăклă шкулта ăс пухнă. Патăрьел (вăл вăхăтра- Аслă Патăрьел) вулăс центрĕ пулсан та ун чухне тивĕçлĕ вĕренỹ заведенийĕ уçайман-ха.

Аслă Арапуçĕнче парта хушшинче ларнă тапхăрта Алексей Башкиров общество ĕçне хастар хутшăнать: литературăпа ялкорсен кружокне ертсе пырать, юлташĕсемпе стена хаçачĕсем кăларать, спектакльсенче вылять... Пĕрлех сăвă-калав шăрçалать. Çавăн чухнех вăл палăрнă поэт-писатель хыççăн кайса "Талварин" псевдонимпа алă пусма пикенет. "Талвир" хушма ят çине вăл кайран-кайран çеç куçнă. Çакна сывă та чĕрĕ чухне Пăлапуç Пашьел хастарĕ, ялти çыравçă, темиçе пĕчĕк кĕнеке авторĕ Матвей Сакмаров (Матви Сакмар) учитель те çирĕплететчĕ. Ун пирки районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра статья кăларнине те ас тăватăп. Вĕсем çав 20-мĕш çулсенче иккĕшĕ те пĕр пĕлỹ çуртне çỹренĕ. Тăват çул аслăрах Алексей шкул пĕтерсен хăйĕн общество тивĕçĕсене те ешĕлрех çав Матвие шанса парса хăварнă. Талварин-Талвир пĕлтерĕшне Виталий Киданов таврапĕлỹçĕ тĕпчесе çапларах пĕтĕмлетỹ тунăччĕ.

Николай ЛАРИОНОВ, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, таврапĕлỹçĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика