Республика шайĕнчи кĕрешỹре

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 11:33 Просмотров: 314

2006-2008 тата 2005-2006 çулсенче çуралнă ачасем Шупашкарта Граждан вăрçин паттăрне В. И. Чапаева халалласа ирттернĕ республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне хутшăнчĕç. Унта Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн И. Алеев тренер-преподаватель хатĕрлекен çамрăксем те кавир çине тухрĕç. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 200 спортсмен йышĕнче А. Цветков (38 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче) тата Р. Вахитов (70 килограммлисемпе) виççĕмĕш, Р. Вахитов ( 42 килограма çитичченхисем) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Çамрăксене çула тухма районти кĕрешỹçĕсен федерацийĕн председателĕ Р. Вахитов пулăшрĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика