Алă вăйĕпе тĕлĕнтерчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 08.04.2019, 11:42 Просмотров: 447

2001-2005 çулсенче çуралнă хĕрсем алă вăйне виçессипе республикăра мала тухассишĕн ăмăртусене хутшăнчĕç. Вĕсене 6 командăран 150 ытла спортсмен явăçрĕ. 18-шĕ вара - Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Юсупова, А. Ишмуратов, И. Айзатуллова, И. Якупов, А. Абейдуллов, Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти И. Багаутдинова, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Г. Камалетдинова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Краснова, А. Акишева, Р. Яббарова хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Спорт мастерĕн кандидачĕ Г. Камалетдинова икĕ енлĕ ăмăртса пысăк кăтартусем турĕ. А. Абейдуллов сылтăм алăпа вăй виçсе пĕрремĕш, икĕ енĕпе тупăшса виççĕмĕш, А. Ишмуратов иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Ибрагимован, Н. Шуряшкинăн, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Халитован кăтартăвĕсене те ырламалла.

Район команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика