Аваллăха манмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019, 11:29 Просмотров: 277

Анат Тăрмăшĕнчи пуçламăш шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ конкурспа фестивале тăтăш хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче çитĕнекен ăру Шупашкарта иртнĕ "Туслăх хĕлхемĕ" республика фестивальне хутшăнма кăмăл тАваллăха манмаççĕ Анат Тăрмăшĕнчи пуçламăш шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ конкурспа фестивале тăтăш хутшăнаççĕ. Ку хутĕнче çитĕнекен ăру Шупашкарта иртнĕ "Туслăх хĕлхемĕ" республика фестивальне хутшăнма кăмăл турĕ. Ĕлĕкхи чăваш вăййине кăтартрĕç унта ачасем. Çак номинаципех çĕнтерỹçĕ пулчĕç.

Ĕçлесен ĕçлемелĕх пурах çав ачасемпе. Кĕписем те, урана тăхăнмаллисем те унчченхисем пулсан аван. Çăпатисене А. Осипова тупса пачĕ. Антонина Васильевнан мăнукĕсем валли ятарласа çĕлеттернĕ кĕписем те пулчĕç.

В. Еремеевăпа В. Никитина вĕрентекенсем ачасене фестиваль-конкурса хатĕрлеме пĕрре те ỹркенсе тăмаççĕ. Маларах вĕренекенсем "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕпе пĕрле сцена çинче ял халăхне уяв концерчĕпе савăнтарнăччĕ.

Т. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика