Мĕн вăл туслăх?

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019, 11:40 Просмотров: 622

Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Мĕн вăл туслăх?" темăпа çавра сĕтел хушшинче калаçу иртрĕ. Унта улттăмĕш тата çиччĕмĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Ачасем икĕ ушкăна пайланса хаваспах "Паллашу кĕтесĕ", "Салтак тỹмми", "Пантомима" вăйăсене хутшăнчĕç. Интернетра тус-юлташ шыранă чух мĕнрен асăрханмаллине, хăв çинчен пĕтĕм информацие пĕлтерме юраманнине аса илчĕç.

Пурнăçра юлташ пулмаллах, унсăр çын тымарсăр йывăç пекех, тенĕ ваттисем. Чăн-чăнни вара нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть, савăнăçа пĕрле пайлать. Пĕр-пĕрне каçарма пĕлмесен те туслăх арканать.

Мероприяти ачасен, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Е. Перепелкинапа Г. Сафиуллина методистсен кăмăлне те кайрĕ.

В. МАРКИЗОВА, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика