Раççей чемпионатне хутшăнĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 12.04.2019, 11:42 Просмотров: 305

Мас-реслинг - çĕнĕ йышши спорт вăййи. Унта хутшăнакансем иккĕн хире-хирĕç лараççĕ те урлă хунă патакка туртса илессишĕн тупăшаççĕ. Мелне пĕлекен çĕнтеретех вара. Ку енĕпе тĕрлĕ шайра ăмăртусем пулаççĕ. Хальхинче Ульяновск хулинче ирттерчĕç. Федерацин Атăлçи округĕнчи чемпионатне Чăваш Республикин 12 спортсменĕ хутшăнчĕ. Пурте вĕсем чемпионсен тата призерсен йышне кĕчĕç.

Районтан ăмăртăва кайнă икĕ хутчен тĕнче чемпионки пулнă, армрестлинг енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Ыхра Çырминчи вăтам тата Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенчен вĕренсе тухнă Э. Алеева 65 килограмм таранчченхи виçерисенчен, çавăн пекех армрестлинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнă Р. Абейдуллов 90 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Эльмирăпа Равиле федерацин Атăлçи округĕн командине кĕртнĕ. Спортсменсем апрель уйăхĕн вĕçĕнче пулакан Раççей чемпионатне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Эльмирăпа Равиле спортăн çак енне суйласа илме вĕсен пĕрремĕш тренерĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă категориллĕ преподавателĕ И. Алеев пулăшнă.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика