Унăн пурнăçĕ çăмăл килмен

Категория: Публикации Опубликовано: 30.04.2019, 09:48 Просмотров: 177

Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Г. Кошелева 1939 çулхи кăрлач уйăхĕнче Йĕпреçре кун çути курнă. Вăтам шкул хыççăн Çĕрпỹре библиотекаре вĕреннĕ. Çамрăк специалиста 1959 çулта Патăрьел районне янă.

"Кунта килсенех вулавăшра ĕçлеме пуçларăм. Ялта çамрăксем питĕ нумайччĕ, каçсерен вĕсем улах ларатчĕç, Ниçта та тухса çỹресшĕн марччĕ каччăсемпе хĕрсем. Çав улахсене пĕтертĕмĕр, çамрăксене клуба, библиотекăна явăçтартăмăр. Шашка-шахмат, домино, бильярд вăййисене йĕркелесе ятăмăр, алă ĕç тума, тутлă апат пĕçерме вĕренес текенсен кружокĕсене уçрăмăр. Пĕрремĕш хут клубра Çĕнĕ çул каçĕ ирттерни те асра. Çапла ял халăхĕ майĕпен çутă енне туртăна пуçларĕ. Библиотекăна çамрăксемпе пĕрле аслăраххисем те 4 ялтан çỹреме пикенчĕç. Фондра малтан 4 пин кĕнекеччĕ, кайран 12 пине çитертĕмĕр. А. Маназыпов колхоз председателĕ тата Ф. Сюзюкин ял совет пуçлăхĕ ĕçре яланах пулăшса пынă",-каласа парать ветеран.

1977 çулта, Питрав кунĕнче, 2 хутлă çурт ( унта вырнаçнă клуб, библиотека, ял совечĕ, колхоз правленийĕ) тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Пушар хыççăн библиотека трахпунктра уçнă. Унта 2 çул ĕçлесен Галина Гордеевнăн лаша вити пỹртĕнче, кинобудкăра ĕçлеме тивнĕ. 1986 çулта ял совет пуçлăхĕ Э. Бахмисов тăрăшнипе уйрăм библиотека çурчĕ çĕкленнĕ. Хăйĕн çепĕç сассипе, ырă кăмăлĕпе, ĕçне чунтан парăннипе ял халăхне тыткăнланă Йĕпреç хĕрĕ, пурне те канашсемпе пулăшма тăрăшнă. Тĕрлĕ темăпа халăх умĕнче лекцисем вуланă, йĕтем çинче ĕçлекенсемпе калаçусем ирттернĕ, шкулпа тачă çыхăнса мероприятисем йĕркеленĕ. Вăл ертсе пынипе концертсем, уяв каçĕсем мĕн чухлĕ пулман-ши?

"Уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Никифоровăпа, ун чухнехи хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л. Капитоновăпа пĕрле нумай ĕçсем туса ирттереттĕмĕр",- тăсать калаçăва ватă еннелле туртăннă хĕрарăм. Каярах хăй те çак тивĕçе пурнăçланă. Вырăнти радиопа та сахал мар калаçнă. Тĕрленĕ, çыхнă япаласен выставкисене йĕркеленĕ. 30 çул ытла чунне парса тăрăшнă ял библиотекинче Галина Гордеевна.

Çак ял каччипе, Петр Дмитриевичпа, пĕрле вĕсем 6 ача пăхса ỹстернĕ. Мăшăрĕ, ылтăн алăллăскер, сĕтел-пукан, кĕреçе-çава аври, чỹрече валли рамăсем, алăксем тума ăстаччĕ. Унсăр пуçне кухня валли кĕтессем, шкафсем те тунă вăл. Ялта çеç мар, ытти тăрăхра та унăн япалисемпе усă куракан пайтах пулнă. Алă ĕçĕсене çывăх çыннисене те парнеленĕ. 1977 çулта Кошелевсем кермен пек çурт хăпартнă. Шел, малтан аслă ывăлĕ, каярах мăшăрĕ, 2 çул каялла вара кинĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Паянхи кун Галина Гордеевна кĕçĕн ывăлĕпе тата 10 çулхи мăнукĕпе пурăнать, кил тулашĕнче майĕпен кăштăртатать, сурăх-качака усрать, пахчара тĕрлĕ çимĕç ỹстерет, çамрăк чухнехи пекех тутлă апат пĕçерме ỹркенмест.

Кошелевсем патне кĕрсен хăвна картина галерейинчи пек туятăн. Кашни пỹлĕмри стена çинче - сăн ỹкерчĕксем. Пĕринче - 7 сыпăкран пуçтарнă тăванĕсен çемье йывăççи. Залра вара Галина Гордеевна ачисен, мăнукĕсен, вĕсен мăшăрĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен сăн ỹкер- чĕкĕсене ретĕн-ретĕн çакса тухнă. Вĕсемпе вăл чăнахах та пуян. 6 ачин 24-ăн вĕсем. "Пурнăç манăн çăмăл килмен. Çак çуртран 6 виле кăлартăм. Тăвансемпе, кỹршĕсемпе килĕштерсе пурăнтăм. Мĕнле те пулсан мăнука, Маргаритăна, ура çине тăратасчĕ", - тет ăшă кăмăллă хĕрарăм.

Н. КОШЕЛЕВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика