Патăрьелсем - "Президент тупăшăвĕсен" призерĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2019, 15:33 Просмотров: 200

ÇĔРПỸ районĕнчи ачасемпе çамрăксен "Асамат" спорт шкулĕнче республикăри ял тата хула-класс командисем хушшинче "Президент тупăшăвĕсен" финалти ăмăртăвĕ иртнĕ. Вăйлинчен вăйлисен ушкăнне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8 б класра вĕренекен спортсменсен команди те кĕнĕ, район чысне хỹтĕленĕ. Нумай енлĕ спорт тупăшăвĕнче, эстафетăра, теори конкурсĕнче каччăсемпе хĕрсем чылай енĕпе малти вырăна çĕнсе илнĕ, пĕтĕмĕшле вара финалти ăмăртура пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ. Район чысне хỹтĕленĕ Д. Суворова, А. Каштанова, Н. Петрова, Е. Красновăна, Д. Галкина, Е. Красновăна, А. Илюткинăна, Ж. Сафьяновăна тата вĕсене спорт çулĕ çинче çирĕппĕн тăма хатĕрленĕ Юрий Краснов физкультура учителĕпе "Паттăр" ФСК тренер-преподавательне Валерий Платонова тав сăмахĕ каласа малашне те пысăк ăнăçу сунма сăлтавĕ пысăк.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика