Обществăлла хастарсем пысăк пулăшу кỹреççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019, 09:39 Просмотров: 362

Районти обществăлла канаш членĕ, çав вăхăтрах районти пенсионерсен пĕрлĕхĕн председателĕ пулнă май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен мероприятисене час-часах хутшăнма, уйрăм çынсемпе тĕл пулса калаçма тивет. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла аталанать. Район та çавах. Патăрьел те çĕнелет, ялсем те лайăх енне улшăнса пыраççĕ. Çакна районти обществăлла канаш членĕсемпе ял тăрăхĕсенчи пуçлăхсен вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕнче те куртăмăр. Чылай çĕрте старостăсем, обществăлла канаш председателĕсем тата ытти общественниксем чăнах та хăйсен вырăнĕнче. Вĕсем ял тăрăх пуçлăхĕсене пысăк пулăшу кỹреççĕ, сылтăм алă вырăнĕнче темелле. Ку тĕлĕшпе Çĕньял, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи обществăлла организацисен пĕрлĕхне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Чун хавалĕпе, хастарлăхпа тăрăшакансен ытларах пайĕ аслă çулхисем пулин те, ял шăпишĕн, хăйсем пурăнакан тавралăхшăн тăрăшма, пăшăрханма пăрахмаççĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче вара çак общественниксемех хут çинче çеç. Вĕсем районта иртекен мероприятисене те хутшăнмаççĕ, халăхпа çыхăну тупма та тăрăшсах каймаççĕ тата ытти те. Ман шутпа, районти 56 ялта та обществăлла организацисем пĕр вăй пулса ĕçлесен ырă улшăнусем ытларах та ытларах пулĕç.

Т. ПОЛЯКОВА, ĕç ветеранĕ. Патăрьел ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика