Симĕсленеççĕ хирсем, куçа илĕртеççĕ вĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.06.2019, 15:03 Просмотров: 350

Çурхи ĕçсем вĕçленсен, Акатуй-Сабантуй умĕн, районта çулленех уй-хир тĕрĕслевĕ иртет. Кăçал вăл июнĕн 5-мĕшĕнче пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, республикăри "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсем тата агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем ирхи 5 сехет çурă валлиех район администрацийĕ умне пухăнчĕç. 180 çухрăма яхăн тăсăлакан маршрутпа виçĕ автобуспа çула тухрĕç. Шел, тĕрĕслеве чĕннисенчен пурте хутшăнмарĕç. Пичĕсем хĕрелесрен хăрарĕç-ши е пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасшăн пулмарĕç-ши? Курмалли, пĕлмелли вара чăннипех те чылай пулчĕ.

Юлашки виçĕ çулта пĕр маршрутпа çỹренĕччĕ, çакă ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем акана еплерех шайра ирттернине, палăртса хăварнă çитменлĕхсене мĕнлерех пĕтерсе пынине сăнама май пачĕ. Кăçал уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем пачах урăх енне çула тухрĕç, унччен çитеймен хуçалăхсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç.

Район хирĕсем çуллен хитреленсе те хитреленсе пыраççĕ. Сип-симĕс кавир пек курăнакан тырă калчисене курсан чун чăннипех те савăнать, хĕпĕртет. Хăш-пĕр лаптăкра тахçан йывăçсем кашласа ларнине ĕненес те килмест. Хирти Пикшикри А. Багаутдинов пусă çаврăнăшне кĕртнĕ уйра та 3-4 çул каялла çеç вăрман ỹсетчĕ, халь ăна аса илтерекенни нимĕн те тăрса юлман. Çуркунне никĕсе хывнă пĕрчĕллĕ культурăсем чăшăл çеç шăтса тухнă та пикенсех хĕвел патнелле кармашаççĕ. "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕн те Çĕньялти 400 гектара акма юрăхлă тăвиччен чылай тар тăкма тивнĕ. Тăрăшнине кура кунта тыр-пул тухăçĕ те пĕлтĕр начар мар пулнă, вăтамран пĕр гектартан 39,5 центнерпа танлашнă. "Корма" агрофирма та усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе сахал мар вăй хучĕ. Иртнĕ çул та Вăтаел хирĕнчи çын çỹллĕш çитĕннĕ хыт-хура уйне сухаларĕ. Халĕ тырă çитĕнтерет. Ĕçлесен ĕç пулать çав. Çакăн пек тĕслĕхсем ытти ял тăрăхĕсенче те пур.

Савăнмаллипе пĕрлех çĕрпе çыхăннă ыйтусенче пăшăрханмалли те тупăнать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем вăрман кашлакан уйсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ хыççăн куç хывакансем çийĕнчех тупăнаççĕ. Е тата акнă-лартнă хире пайлаттарса уйăрса илекенсем те пур. Халь ун пеккисене те пуçран шăлмаççĕ. "Красное Знамя", "Исток" хуçалăхсем суд урлă çĕр хуçисенчен тăкаксене шыраттарса илнĕ. Çĕр пайĕсенче çум курăк çитĕнтерекенсем те саккун умĕнче явап тытаççĕ. "Россельхознадзор" специалисчĕсем район территорийĕнче кăçал та пĕрре мар пулĕç.

Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту вăл - кукша пуç чечекĕ (одуванчик) йĕри-тавра сарăлни. Уйрăмах нумай çул ỹсекен курăк анисенче чылай. Вĕсем йышланса пынăçем курăка пĕтерсе пыраççĕ. Лаптăксене çĕнетессипе тивĕçлĕ пек ĕçлеменрен çакăн пек пулать те ĕнтĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Труд", "Корма" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсен хирĕсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Фермер хуçалăхĕсенчен О. Лаврентьев, Р. Санзяпов, Б. Емельянов, А. Петров, Е. Мар- тышкин, Л. Краснова тата ытти фермерсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. "Хастар", "Мир" хуçалăхсенче те ырă улшăнусем пур.

- Сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕннĕ лаптăкра тăпра пулăхлăхĕ сахалланать, теççĕ. Технологие пăхăнса ĕçлесен, минераллă удобренисемпе усă курсан - веçех йĕркеллĕ пулать,- терĕ "Исток" агрофирма директорĕ А. Илюткин. Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем ертỹçĕ тĕрĕссине каланине черетлĕ чарăнура хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Çакна та палăртса хăварас килет: çỹлерех асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕп специалистсем пурте пур, ытти специалистсен канашĕсемпе те туллин усă кураççĕ. Çавăнпах вĕсен кăтартăвĕсем те пысăк. Ỹсен-тăран отраслĕпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталантарса пыраççĕ. Ĕне-выльăха пахалăхлă апат çитерме тăрăшаççĕ. Сăмах май, халь шăпах хĕле валли сенаж янтăлаççĕ.

Çанталăк пĕлтĕр типĕ тăни, кĕркунне те çумăр çуманни хăйĕн витĕмне аван кăтартрĕ - кĕрхисем лайăх хĕл каçаймарĕç. Пур ял хуçалăх предприятийĕпе фермер хуçалăхĕнче те пĕтнĕ вырăнсене пăсса çурхи пĕрчĕллĕ культура акма тивнĕ. Çĕнетнĕ лаптăксенче те калчасем аванах вăй илнĕ. Чылайăшĕнче вĕсене апатлантарма та ĕлкĕрнĕ.

Вăрлăх - тухăç амăшĕ, теççĕ агрономсем. Республикăри "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрье- лĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глухов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта, ытти çулхисемпе танлаштарсан, пахалăхлă вăрлăхпа ытларах усă курнă. Ку - ял хуçалăх тата фермер хуçалăх ертỹçисем аталанма тăрăшнине кăтартакан тепĕр пулăм.

Уй-хир тĕрĕслевне пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов юлашки çулсенче çĕр ĕç культури лайăхланса пынине, юпасем çывăхĕнче те акмасăр тăратса хăварманнине палăртрĕ. Кĕркунне кĕлетсене çĕнĕ тухăçпа тултарма сунчĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика