Акатуй-Сабантуй - Юхмапа Пăла тăрăхĕн мăнаçлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2019, 18:05 Просмотров: 348

Уявра мĕн хавас? Юрă-кĕвĕ сасси чуна хавас!

Шавларĕ, кĕрлерĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн Акатуй-Сабантуйĕ "Хĕвеллĕ" уçланкăра. Несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркипе ака-сухана ăнăçлă ирттерсе янă хыççăн пĕрлехи савăнăçа пайлама, çĕр-аннемĕре чыс та хисеп тума, юрласа-ташласа савăнма, çуракинче ырми-канми тăрăшнă хастарсене пуç тайма аякри-çывăхри хăнасем, пирĕн уява хапăл тунă ытти тăванăмăрсем 68-мĕш хут пуçтарăнчĕç вăрман варринчи илемлĕ те капăр лапама. Раççейри Театр çулталăкне халалланă уявра чăваш, тутар, вырăс, ирçе тата ытти наци халăхĕ пĕр çемьери пек савăнса киленчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă. Халăх уявне тĕрлĕ-рен çĕнĕлĕх, куракана кăсăклантаракан сюжетсем кĕртни чăннипех те савăнтарать. "Туслăх кăшăлĕ" вăйă картине тăриччен "Çамрăксен территоринчи" чăваш, тутар, вырăспа ирçе халăхĕсен пĕчĕк сценисенче капăр тумлă артистсем ташларĕç-юрларĕç, ĕлĕкхи вăйă саманчĕсене аса илчĕç, авалхи савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсене усă курса ăсталанă кĕтессене пăхса киленчĕç... Пĕринчен тепри уява хапăл тунă халăха илентерме пултарчĕç. Ун хыççăн мероприяти программи тĕп сцена çинче малалла тăсăлчĕ, "Патăрьелĕм - савнă ен, илемлен, чечеклен!" театрализациленĕ композицие те сцена ăстисем Театр çулталăкĕпех çыхăнтарнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн уявне яланах хисеплĕ те сумлă хăнасем илем кỹнĕ. Хальхинче те пирĕн йыхрава хапăл тунисен хушшинче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Елена Чернова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кирилл Ермолаевпа Николай Курчаткин, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, республикăри "Чувашия-Мед" страхлакан компанин генеральнăй директорĕ Гульмира Акимова, республикăри хăш-пĕр район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, Тутар Республикинчи Пăва районĕн представителĕсем тата ытти официаллă çынсем те пулчĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи Светлана Чернова уçнă хыççăн Акатуй-Сабантуя килнĕ халăха район пуçлăхĕ Михаил Петров саламларĕ, авалхи йăлапа ака-суха савăнăçне пĕрле пайлама пуçтарăннисене пурне те сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕ. Михаил Владимирович район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн хисеплĕ ентешĕмĕре, Первомайскинче çуралса ỹснĕ Георгий Иванович Савинова "Районăн хисеплĕ гражданинĕ" ят пани çинчен пĕлтерчĕ. Шел, ĕçпе вăрçă ветеранне тĕп сцена çинчен хăю çакса саламлама май килмерĕ. Çулне кура ăна (101 çулта пырать) тухса çỹреме çăмăлах мар-тăр. Уçланкăна пухăннисене çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ăшшăн саламларĕ, çуракинче тăрăшса ĕçленĕ механизаторсене, çĕр ĕçченĕсене, производствăра вăй хуракан ытти ĕçченсене чĕререн тав турĕ. "Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Акатуй-Сабантуй районта пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕн пĕрлехи юратнă уявĕ. Патăрьелсем ĕçре те, культура мероприятийĕсенче те кăтартуллă, спортра та паттăр. Çакă вăл пирĕн пĕрлĕхе кăтартакан вăй, пуянлăх, малашлăх...",- терĕ Рудольф Васильевич пурне те ăшă кăмăл, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунса.

Хальхи вăхăтра пирĕн район республикăра пур енĕпе те кăтартуллисен шутĕнче: тĕш-тырă, пахча çимĕç, аш-какай туса илессипе, сĕт сăвассипе тата ыттипе те. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Ен Пуçлăхĕн уяв саламне вуласа париччен шăпах çак шухăшсенчен калаçăва пуçларĕ, малашне те района инвесторсене ытларах явăçтарас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес ĕçре пысăк хастарлăх тата ăнăçу сунчĕ. Сцена çинчен тухса калакан ытти хăнасем те пирĕн ĕçе лайăх хак пани малашнехи ĕçре пурне те хавхалану кỹрĕ.

Ака пăттин уявĕ юрă-ташăпа, савăнăç-кулăпа çеç мар, ăмăртура палăрнă хастарсене чыс тунипе те илемлĕ. Сцена çинчен тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕпе Тав çырăвне, ытти парнене тухса илекенсем пурте чăн-чăн паттăрсем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ, професси ăсталăхĕпе палăрнă çынсем, малта пыракан хуçалăхсем, предприятисем. Çуракине пахалăхлă тата кăтартуллă йĕркеленĕ хуçалăхсем кашниех район администрацийĕн Хисеп грамотине тата Дипломне тивĕçрĕç. Кунтах çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене пурнăç условийĕсене лайăхлатма свидетельствăсем парса чыс турĕç. Çак чыса Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнчи Головинсемпе Савдеровсем, Шăнкăртамри Карасем, Пикшикри Алексеевсем, Турханти Осиповсем, Туçа ял тăрăхĕнчи Ивановсем тивĕçрĕç.

Çак кун тĕп сцена çинчи юрă-ташă кураканăн чунне тыткăнларĕ, пурне те вăй-хăват, чун киленĕç кỹчĕ. Концерт программине Шăхачри "Умарина" (ертỹçи алăран аллă çул купăсне яман Г. Стефейкин) ансамблĕ "Эх, мордовочка моя" юррипе пуçларĕ. Ун хыççăн чăваш, вырăс, тутар юррисем пĕрин хыççăн тепри черетленчĕç, чуна тыткăнлакан ташшисем хăпартлантарчĕç.

- Кăçалхи Акатуй-Сабантуй пирĕншĕн уйрăмах асра юлĕ. Мĕншĕн тесен коллектив Раççейри Театр çулталăкĕнче "халăх" ансамблĕ ята тивĕçрĕ. Пирĕн ансамбльте чи асли - М. Зотова. Вăл 80 çула капашать. Е. Пузайкина, М. Вахмистрова, Е. Михайлова тата ыттисем те ансамблĕн "ылтăн çỹпçи". Çулне кура мар вĕсем сцена илемĕ шутланаççĕ,-паллаштарчĕ "Чемен" ансамбль ертỹçи Анатолий Гаврилов.

Ял тăрăхĕсен çурчĕсенче çынсем алă ĕç маçтăрĕсен ĕçĕсемпе паллашма, наци апат-çимĕçне ас тивме пултарчĕç. Чăвашсен пỹремечĕпе какай шỹрпине, тутарсен сĕтелне илем кỹрекен губадиепе чак-чакне, эчпочмакне, ирçесен тулă пăттипе кăпăшка капăртмине тутанса пăхакансем сĕтел хуçисене тав тумасăр каяймарĕç.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика