Йывăрлăха йышпа çĕнме çăмăлрах

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2019, 14:25 Просмотров: 141

Тăрăшакан пурнăç та тăвать

Фермер ĕçне суйласа илекенсем хушшинче ăнсăртран лекнĕ çынсем çукпа пĕрех. Вĕсенчен чылайăшĕ мĕн пĕчĕклех ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Арçын ачасем пуртă авринчен кăшт çỹллĕрех пулсанах лаша кỹлме вĕреннĕ, утта çỹренĕ, шыв турттарнă, кĕтĕве кайнă. Хальхи çитĕнекен ăруран вĕсем чылай маларах аслăланнă тесен те йăнăш мар-тăр.

- Çулла килте ларса курман. Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн лашапа çỹреме пуçларăм. Ỹсерехпе хуçалăхри ытти ĕçсене те хутшăннă, - тет Аслă Чементи С. Фролов фермер. Çулсем иртсен ăна шăпа çĕр ĕçĕ патне каялла илсе килнĕ: 2008 çулта Сергей Николаевич фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Маларах вăл "Трудовик" ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пынă.

Туçа енче пурăнакансем ытларах пахча çимĕç ỹстерессипе тăрăшаççĕ пулсан, вăрман енче тĕпленнисенче выльăх-чĕрлĕх усракан нумай. Пĕр 20-30 çул каялла çеç вăрманта утă хатĕрленĕ, халь çĕр пайĕсенче туса илеççĕ. С. Фролов выльăх тытмасть, апла пулин те нумай çул ỹсе- кен курăксем 30 гектар йышăнаççĕ. Ăна ĕçлекенсене парать тата ял халăхĕ те туянать. Унсăр пуçне пĕрчĕллĕ культурăсем 220 гектар йышăнаççĕ: çурхи тулă- 100 гектар, сĕлĕ - 55, урпа - 25... Иртнĕ çул кĕрхисене агротехнологие пăхăнса 50 гектар никĕсе хывнă, анчах кĕр типĕ килнĕрен вĕсем йĕркеллĕ хĕл каçайман. Ирĕксĕрех çĕнĕрен пăсса çурхисем акма тивнĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, ял хуçалăхĕнче çут çанталăк та хăйĕн витĕмне кỹрет.

- Çулленех иртекен уй-хир тĕрĕслевĕн-че те, канашлусенче те тыр-пул вăрлăхне тимлĕх уйăрмаллине калаççĕ. Çакна асра тытса кăçал "Красное Знамя", "Труд" хуçалăхсенчен туллăн тата сĕллĕн элита вăрлăхĕсене туянтăмăр. Хамăрăннисемпе те усă курнă, вĕсем те пурте кондициллĕччĕ, - терĕ калаçăва тăсса С. Фролов. Никĕсе хывнисем аванах шăтса тухнă, çум курăкран вĕсене гербицид сапнă. Хыт-хурана хирĕç хими препарачĕсем пĕрĕхтермесен май та çук. Ял çыннисем хушшинче те çĕрпе ĕçлес текенсем нумайлансах пыраççĕ, çавна май унччен арендăна панисем хăйсен пайĕсене каялла илеççĕ. Фермер лаптăка пĕчĕклетес мар тесе тахçантанпах пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе пиллĕкмĕш çул тăрăшать. Çăмăл мар, паллах, "çерем çĕр" уçма, анчах икĕ алла усса ларнипе никам та килсе туса памасть.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ. Пỹлмесем тулли пулччăр тесен çĕр пиçсе çитнĕ вăхăтра, тăпрара нỹр пур чухне акмалла, лартмалла. Пĕччен пур çĕре те ĕлкĕрейместĕн. Фермер хуçалăхĕнчи Т-150 тата МТЗ-82 маркăллă тракторсемпе Василий Черновпа Сергей Николаевичăн пĕр тăванĕ Юрий Фролов çỹреççĕ. Вырма вăхăтĕнче те вĕсемех комбайн штурвалĕ умне лараççĕ. Яваплă тапхăрта фермер хăй те "хурçă утпа" сухалама та, автомашинăпа тырă турттарма та каять.

Хуçалăхра ĕçлекенсем хĕлле те пушă лармаççĕ - пилорамăра тăрăшаççĕ. Çывăхри вăрмантан йывăçсем кăлараççĕ те вĕсене çуртараççĕ. Хăмасене ял çыннисем тата район территоринче пурăнакансем туянаççĕ. Çавăн пекех вутă та сутлăх хатĕрлеççĕ. Çапла майпа фермер алă-ура çавăрса пырать.

Ĕçлĕ çыннăн ĕç нумай

Сергей Фролов пирки материал çырма кайсан çак ялтах пурăнакан тепĕр фермерпа -Алексей Матросовпа - ăнсăртран паллашма тỹр килчĕ. Вĕсем шăпах иккĕшĕ тем пирки хĕрсе калаçатчĕç. Пурнăçĕсене çĕрпе çыхăнтарнă çынсен сỹтсе явмалли çителĕклех ĕнтĕ. 2013 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ Алексей Владимирович. Вăл Сергей Николаевичран час-часах канаш, пулăшу ыйтать.

А. Матросов 8 ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Пысăк йышра çитĕннисем пĕчĕклех ĕç тĕлне пĕлеççĕ. 1979 çулта çуралнă Алексей Владимирович ачалăхĕнче çуллахи каникулта килте ахаль çеç ларнине ас тумасть. Вăл вăхăтра колхоз сысна нумай усранă, вĕсене кĕтĕве кăларнă. Çак çăмăл мар ĕçе çуллен кỹлĕннĕ арçын ача. Хăйне валли шкула кайма тум-тир, ручка-тетрадь туянма çапла майпа укçа ĕçлесе илнĕ. Малашлăхне пĕр тăванĕсенчен улттăшĕ хуласемпе çыхăнтарнă пулсан, А. Матросов хуçалăхрах малалла вăй хунă - лашасем пăхнă. Тракторист, водитель удостоверенийĕсене алла илнĕ.

- Ял çынни çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесен çеç тупăш кĕртеет. Ачасене ура çине тăратма, вĕсем манăн пиллĕкĕн, укçи-тенки самаях кирлĕ, çавăнпах фермер хуçалăхĕ йĕркелес терĕмĕр, - тет вăл. Алексей Владимировичăн 117 гектар çĕр. Унта пĕрчĕллĕ культурăсемпе нумай çул ỹсекен курăксемсĕр пуçне вăкăрсем валли тесе ятарласа кишĕр, çĕр улми çитĕнтерет. Кăçал пĕрремĕш хут ыхра та лартнă. Ăна ăçта вырнаçтармалли вырăнĕ те пур.

Фермер хуçалăхне йĕркеленипе çеç мар, ăнăçлă ĕçлес тесен техника та кирлех. А. Матросов парка пуянлатса пыма тăрăшать. Пĕр трактор тата кăкарса çỹремелли агрегатсем, утă хатĕрлемеллисем пур. Çуркунне ака вăхăтĕнче пĕччен çеç вăй çитерейменнипе С. Фроловран пулăшу ыйтнă. Пĕр фермер теприне йывăрлăхра пăрахман. Пĕрчĕллĕ культурăсене вăхăтрах акса пĕтернĕ. Вырмара та Сергей Николаевичăн комбайнĕсемпех тыр-пула пухса кĕртеççĕ. Килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем.

- Вăрман хĕрринчи лаптăкра пĕлтĕр кĕрхисене августăн 20-мĕшĕнче акса хăвартăм. Унти тăпрара нỹр пулнăран вĕсем аванах шăтса тухрĕç, хĕл те лайăх каçрĕç. Тухăçĕ начар мар пулмалла пек туйăнать-ха. Кĕлете кĕмесĕр пĕтĕмлетме иртерех, анчах шанчăкпа пурăнмасăр та май çук, - терĕ А. Матросов ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Пысăк çемьеллĕ фермер арендăна илнĕ лаптăкра хăй вăйĕпе, унччен тахçан хыт-хура ашкăрнă çĕрте 30 ĕне-выльăх вырнаçмалăх тăпăл-тăпăл, пĕчĕкех мар вите туса лартнă. Çутă çителĕклĕ кĕтĕр тесе тăррине поликарбонатпа витнĕ. Шăпах çакăнта усрать те А. Матросов самăртма хупнă вăкăрсене. Çуркуннеччен 25 пуç хуралтăра тăнă, халĕ сутса янăран çулла вĕсем нумайăнах мар. Кĕркунне ял хуçалăх предприятийĕсенчен, çынсенчен пĕчĕк пăрусем туянма палăртаççĕ. Вĕсем хĕл каçипе çителĕклĕ ỹт хушчăр тесе аслисемпе пĕрлех ачисем те вăй хураççĕ. Çитĕнекен ăрăвăн та шкул хыççăн иртĕнсе çỹреме вăхăт çук.

Выльăхсене ĕçтерме шыв та нумай кирлĕ, çакна шута илсе вите территорине пусă чавнă. Шывĕ вара куç пекех тăрă.

Йышлă выльăх валли утă 25 тонна яхăн янтăланă. Анчах пĕр типĕ курăкпа çеç усраймастăн-çке, рациона пуянлатма жом, витаминсем параççĕ. Кишĕрпе çĕр улмине те вăкăрсем юратсах çиеççĕ.

Тăрăшуллă, ĕçчен çынсемпе пуян çав Патăрьел районĕ. Вĕсем малашлăха шанса паянхи самана таппипе тан утаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика