Вăйлисенчен вăйлисем çĕнтерчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 17:54 Просмотров: 380

Нăрваш Шăхалĕнче çулленех çак ялта çуралса ỹснĕ, Раçейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен пăхăр призерĕ, икĕ хутчен тĕнче чемпионки пулнă Ирина Калентьева ячĕпе маунтинбайкăн "кросс-кантри" дисциплинипе Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕнĕ.

Кăçалхипе вăл 12-мĕш хут пулчĕ. Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчен, Мускавран тата Мускав, Ленинград, Чулхула облаçĕсенчен, Самара, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Пятигорск, Георгиевск тата ытти хуласенчен, Удмурт, Тутар Республикисенчен килнĕ спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Надежда Михайлова, Чăваш Республикинчи велосипед спорчĕн федерацийĕн президенчĕ, В. Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ, пирĕн ентеш Валерий Мулендеев, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов тата Ирина Калентьевăн ашшĕпе амăшĕ - Николай Федоровичпа Евдокия Ивановна Ягуповсем - саламларĕç.

Старта 9 çултан пуçласа 52 çула çитнĕ спортсменсем тăчĕç. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем тата спортăн çак тĕсĕпе "чирлисем" ăмăртăва хутшăнакансене хавхалантарса тăчĕç.

Мероприяти питĕ интереслĕ иртрĕ. Çĕнетнĕ трассăна парăнтарма çăмăлах пулмарĕ. Маттуртан та маттурисем пьедестал çине тăма тивĕçрĕç. 2009 çулта çуралнисемпе кĕçĕнрех арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи çамрăксемпе ача-пăча спорт шкулĕнчи А. Григорьевпа Л. Ильин иккĕмĕш тата виççĕмĕш, 2007-2008 çулта кун çути курнисенчен Патăрьелĕнчи С. Осипов - виççĕмĕш, юниорсенчен В. Соколов - пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем асăнмалăх парнесене тата дипломсене тивĕçрĕç.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика