Масар çинче йĕрке тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 18:03 Просмотров: 400

"Авангард" хаçатăн июлĕн 12-мĕшĕнчи номерĕнче А. Егорован çыру йĕрĕпе хатĕрленĕ материалĕ пичетленнĕччĕ. Автор "Вил тăпри çинче чĕртнĕ кăвайт чунсене ăшăтайĕ-ши?" статьяра Хирти Пикшик- ри масар çинчи субботник ял çыннисене тивĕçтерменни, йывăçсене вырăнтах çунтарнă пирки пăшăрханса çырнăччĕ.

Çак кунсенче кунти çитменлĕхе пĕтернĕ. Ĕлĕкхи масара, ял çыннисем канлĕх тупнă вырăна, кĕске вăхăтрах тасатса тирпейленĕ, типнĕ йывăçсене касса илсе тухнă, территорие йĕркене кĕртнĕ. Анлă субботникре ялти обществăлла канаш хастарĕсем, депутатсем, "Молвест", "Уют" тулли мар общество, Багаутдинов фермер хуçалăхĕн представителĕсем тата ыттисем тăрăшса ĕçленĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика