Халăх савăнăçĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2019, 13:13 Просмотров: 204

Нăрваш Шăхалĕнчи Полевая урамри 1,3 çухрăм тăршшĕ çула республика программипе килĕшỹллĕн асфальт сарма пуçланă. Объектăн заказчикĕ - "Чăвашупрдор" учреждени.

Çула икĕ çулта сарса пĕтерме палăртнă. Смета хакĕ - 12604859 тенкĕ, кăçал планпа килĕшỹллĕн 5 млн тенкĕлĕх ĕç тумалла, çитес çул 7604859 тенкĕ тăкакламалла. Кунта "Стройкомфорт" пĕрлешĕвĕн строителĕсем вăй хураççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕпе Н. Раськинпа, вырăнти депутатсемпе, старостăсемпе, халăхпа тĕл пулнă май строительство ĕçĕпе, çынсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланнă. Полевая урамра пурăнакансем малашне çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче касса кĕрсе тухма май пулнăшăн савăннине, çакăн пек çула вĕсем тахçантанпах кĕтнине пытарман. Строительсем хăйсен ĕçне пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнине те пĕлтернĕ.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика