Пĕрлехи вăйпа чиркỹ хута каятех

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2019, 14:53 Просмотров: 158

2001 çулта Шупашкар митрополичĕ тата Чăваш Ен Варнави пилленипе Патăрьелĕнче Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕве тума пикеннĕ. Унтанпа вăхăт аванах иртнĕ пулин те храм туллин ĕçлесе каяймарĕ-ха. Хальхи вăхăтра та унта строительство ĕçĕсем пынă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕлĕ çуртне çитсе курнă, Александр Синяков иерейпе тĕл пулнă.

"Техсервис" пĕрлешỹре вăй хуракансем чиркỹ стенисем ан кăвакарччăр тесе ятарлă химикатсемпе усă курнă. Малалла штукатурка, шпаклевка тумалла, урайне плита сармалла, ăшăтакан система вырнаçтармалла. Сăмах май, кăçал храма çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма пуçлаççĕ.

- Пĕрлехи вăйпа çеç храма туса пĕтерме май пур, - тенĕ Александр Синяков иерей кĕлĕ çуртне хăпартма алă тăсса панисене тата халĕ те пулăшакансене ăшшăн аса илнĕ май.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика