Çамрăксен пултарулăх пурах

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2019, 15:06 Просмотров: 191

Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ октябрĕн 1-мĕшĕнчен федерацин Атăлçи округĕнчи "Театральное Приволжье" фестивалĕн регионсенчи тапхăрĕнче мала тухнă спектаклĕсене кăтартма пуçларĕ. 28 кун умлă хыçлах Чăваш, Пушкăрт,Тутарстан, Мари Эл, Мордва, Удмурт Республикисенчи, Пермь тăрăхĕнчи, Киров, Чулхула, Чĕмпĕр, Оренбург, Самара, Пенза, Саратов облаçĕсенчи студентсемпе шкул ачисен театр коллективĕсен пултарулăхне эфира кăлараççĕ. Çĕнĕ проект çамрăксен культура тавракурăмне анлăлатма, театр искусствине малалла аталантарас ĕçе лайăхлатма пулăшмалла. Тĕрлĕ жанрлă спектакльсене кĕртнĕ курава.

"Театральное Приволжье" фестиваль - ăсталăх проекчĕ. Пирĕн çамрăксем талантлă. Вĕсенчен ăста артистсем, режиссерсем, сценаристсем пуласси куç умĕнчех. Çулне çеç кăтартса пымалла. Пĕрре сцена çине спектакль выляма тухакан роле малашне пуçĕпех кĕрсе кайма пултарать. Театрсăр пурăнаймасть тесен те юрать.

Районти централизациленĕ культурăпа кану центрĕнче Пушкăрт Республикин "Сказка о Емеле лодыре" тата Удмурт Республикин "Волшебный сундук" спектаклĕсене пăхрăмăр. Курава культура çуртĕнче ĕçлекенсем тата ялсенчи театр коллективĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Çамрăксен пултарулăхĕ килĕшрĕ. Рольсене ăста кăлараççĕ. Çакна çирĕппĕнех калама пулать: спектакль лартасси ушкăнпа тумалли ĕç.

Курнă спектакльсене пухăнса сỹтсе яврăмăр. Вĕсенчен хамăра кирлине илме те пулать.

А. ПЕТРОВА, районти централизациленĕ клуб системин директоре

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика