Пĕчĕк вулакансем валли

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 15:42 Просмотров: 138

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Сорокина-Пурлушкинăн "Сăпка юрри. Колыбельная" сăвăсен пуххийĕ кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ: чăвашла тата вырăсла. Людмила Александровнăн сăввисене вырăсла куçараканĕ - Галина Анисова, кăларăм редакторĕ - Ольга Иванова, ỹнерçи - Наталья Андреева. Тиражĕ- 1000 экзмепляр.

Кĕнекене уçсанах вулакан ачалăхăн асамлă тĕнчине лекет. Кунта çут çанталăк ытармалла мар илемлĕ, хĕллехи каçсенче амăшĕ пĕчĕк ывăлне сăпка юрри юрласа парать. Ир пулать те, сăвăсенчи лара-тăра пĕлмен сăнарсем каллех выляма, айкашма пуçлаççĕ... Акă еплерех хавасланать пĕчĕк Тарас:

Çумăр хыççăн урамра

Шыв кỹлленчĕкĕ умра.

Пĕчĕк Тарас савăнать,

Кỹлленчĕкре çăвăнать.

Тăрăс-тăрăс сикнипе

Сирпĕнеççĕ тумламсем,

Хуп-хура çири кĕпе,

Палăрмаççĕ тỹмисем.

Çав хушăрах Петĕр çăлтăрсем патне çитме ĕмĕтленет ("Ракета"), Марине вара тĕрĕ тĕрлеме вĕренесшĕн ("Марине"). Ачасен ырă кăмăлĕ чĕр чунсене хĕрхеннинче, вĕсен нушине ăнланнинче те курăнать. Сăмахран:

Макăрать кушак çури,

Пылчăкланнă ун ури.

Хĕрхенет ăна Алюш,

Илсе парĕччĕ калуш.

Анчах темшĕн сутуçсен

Çук-çке пĕчĕк калушсем. ("Кушак çури".)

Чĕр чунсен сăнарĕсем хăйсем те тĕрлĕ ĕç-пуçа хастар хутшăнаççĕ, хаваслă пурăнаççĕ. Акă "Кушак кукăль пĕçерет, Çурисене çитерет" ("Кушак"), "Картишĕнче ик кăркка... ташлаççĕ те юрлаççĕ" ("Кăрккасем"), "Ирех кайрĕ пасара Чăх тытакан пăсара" ("Пăсара"). Çут çанталăк, йывăç-курăк илемне те ăста сăнарлать сăвăç: чечекĕсем чечен те черчен, çу каçĕ лăпкă, ырă, ăшă, "Аллать мăн пĕлĕтĕн тỹпи Пĕр хĕрхенмесĕр "çăнăхне"...", "Сăнне пытарнă Хĕвелпи" тата ыт. те.

"Сăпка юрри. Колыбельная" кĕнеке ăшă та ырă сăвăсемпе, илемлĕ ỹкерчĕксемпе кирек мĕнле сỹрĕк кăмăла та сирĕ. Эппин, кĕрхи ăмăр кун е тĕттĕм каç ăна алла тытсан сире пĕртте тунсăх пусмĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ 

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика