Çĕршыва хỹтĕлесси - сумлă тивĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 15:50 Просмотров: 210

2019 çулхи кĕрхи призыв пуçланнăранпа пĕр уйăх иртсе пырать. Вăл декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Çак тапхăрта Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен 90 каччăна салтака ăсатмалла. Çав шутра Конституци тивĕçне пурнăçлама Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен 60 ытла çамрăк тăрĕ.

Призыв пуçланнăранпа 200 ытла каччă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕ.

Призывниксен ытларах пайĕн Хĕвел анăç тата Тĕп округсенчи чаçсене каймалла пулать. Салтак сумĕ ỹсет, çар ретне тăрас текенсем йышлă пулни савăнтарать. Каччăсем ытларах десантник пуласшăн.

Президент полкĕ - чи сумлă çар чаçĕсенчен пĕри. Унта каякансене питĕ тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Ку хутĕнче те пирĕн комиссариатран пĕр каччăна çак чыс тивĕçрĕ.

Юлашки çулсенче аслă пĕлỹ илнĕ е вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнисем çар службине ытларах контрактпа кайма кăмăл тăваççĕ. Паянхи куна çакнашкаллисем самаях.

Ку призыв хăйне евĕрлĕхĕ - çара каякансене хальчченхи пек Канашра мар, Шупашкарти унчченхи кадет шкулне пухĕç.

Призыв вăхăтĕнче çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕн тĕрлĕ ыйту сиксе тухать. Вĕсен хуравĕсене Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнчен (Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 24-мĕш çурт) илме пулать. Е 6-12-51, 6-12-52 телефонсемпе шăнкăравламалла. Çар комиссариачĕн специалисчĕсем, медицина ĕçченĕсем, призыв комиссийĕн членĕсем сирĕн ыйтăвăрсене тулли хурав параççех.

Е. СЕМЕНОВ, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика