Çынсен ыйтăвĕсене хуравланă

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 15:53 Просмотров: 169

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев октябрĕн 18-мĕшĕнче Наци тата "Тăван Радио" эфирĕсенче республика çыннисен ыйтăвĕсене хуравланă.

Халăха çул юсасси, муниципалитетсенчи клубсен строительствипе реконструкцийĕ, çỹп-çап пухса тирпейлесси, контейнерсем вырнаçтарасси, транспорт реформи, "конвертри шалу" ытларах кăсăклантарнă.

Хальхи вăхăтра республикăра 160 пине яхăн çын "сăрă схемăсемпе" ĕçлет. Апла тăк çак ĕçченсен тивĕçлĕ пенси илес шанăç питĕ пĕчĕк. "Конвертри шалуран" хăтăласси Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн, предприяти-организаци ертỹçисен, çавăн пекех ĕçлекен çынсен умĕнче тăракан тĕп тĕллев шутланать. Михаил Игнатьев мĕн пур шайри власть органĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан "Пĕрле пурăнатпăр - пĕрле ĕçлетпĕр" программа пулни çинчен пĕлтернĕ. Унпа килĕшỹллĕн тăватă çулта чылай çивĕч ыйтăва татса пама май килнĕ. Тĕслĕхрен, çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене, стадионсемпе физкультура комплексĕсене, ялсенче культура çурчĕсене хута янă. Программăна кăçал çулталăк вĕçне пĕтĕмлетĕç.

"Тỹрĕ лини" вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ 20 ытла ыйтăва хуравланă. Çавăн пекех пирĕн районти Кивĕ Катекри Е. Ларионова та эфира шăнкăрăвласа çитнĕ. Елена Адреевна ялти клуб кивелни, ăна çĕнетесси пирки хускатнă. Михаил Васильевич халăх, ял çыннисем ыйтнипе 25 клуб тума палăртнине, хальхи вăхăта 18-не хута янине, çитес çул тата 5 хăпартмаллине каланă. Культура çурчĕсене модернизацилессипе те сахал мар ĕçленине, юсама çулленех укçа уйăрнине пĕлтернĕ. Сăмах май, районта икĕ çулта 9 клуба юсанă, иккĕшне _ Ыхра Çырминче тата Ишлĕре _ çĕнĕрен тунă, 12-не модернизациленĕ. Кăçал Тутар Сăкăтĕнче "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн икĕ хутлă клуб тума пикеннĕ. Ăна çулталăк вĕçĕнче хута ямалла. Çитес çул ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн культурăна аталантарма паракан укçаран 30 млн тенке яхăн пирĕн района тивĕçет. Вăл нухратпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 7 клуба модернизацилеме, виççĕшне юсама - вăл шута Кивĕ Катекри те кĕрет - палăртнă.

Тĕплĕ тишкермелли ыйтусене Михаил Игнатьев çырса хунă. Кăларăм вĕçĕнче республика Пуçлăхĕ радио итлекенсене республика пурнăçăшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнăшăн тав тунă, сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене, сиенлĕ йăла-йĕркерен хăтăлса пыракансене, спортпа туслашакансене уйрăммăн ыр сăмах каланă. "Пирĕн сывлăх - хамăр алăра",- тенĕ Михаил Игнатьев.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика