Вилнĕ тăванăмăрсен канлĕхĕшĕн кĕл тăвăпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 16:02 Просмотров: 197

ÇИТЕС шăматкун, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, православи тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансемшĕн ку тĕнчерен куçнă тăвансене асăнмалли шăматкун. Историрен çакă паллă. Дмитрий Солунский кнеç ячĕпе иртекен шăматкунхи асăну кунĕ Куликов хирĕн-чи çапăçупа çыхăннă-мĕн. Çивĕч кĕрешỹри çĕнтерỹ хыççăн Дмитрий Донской православи чиркĕвне вăрçăра вилнĕ христиансене асăнса кĕл тума сĕннĕ. Священниксем çакăнпа килĕшнĕ. Каярахпа вырăс çĕрĕшĕн çапăçса пуç хунă ытти паттăрсен ячĕпе те кĕл тума пикеннĕ. Çак йăла паянхи кунчченех пырать. Асăнмалли шăматкун районти кашни чиркỹрех кĕлĕсем иртĕç, ĕненекенсем тăванĕсен канлĕхĕшĕн çурта çутĕç, Турă çăкăрне кĕл тутарса пайлĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика