Энергие перекетлес, хытă каяш ыйтăвĕсем тавра

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2019, 17:21 Просмотров: 475

Çак кунсенче хытă каяша пуçтарса ăсатнăшăн тỹлевпе татăлас тата "Энергие перекетлес, энергетика эффективлăхне ỹстерес тата Раççей Федерацийĕнчи уйрăм законодательство акчĕсене улшăнусем кĕртни çинчен" калакан федераци саккунне мĕнле пурнăçлани пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ -финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пынă.

Чăн малтанах кун йĕркинчи ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов тулли хуравсем панă, акционерсен "Чувашская энергосбытовая компания" пĕрлешĕвĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн директорĕн çумĕ Владимир Чернов энергетика ыйтăвĕпе хушма информаципе тухса калаçнă.

Районта тĕрлĕрен строительство ĕçĕ пурнăçланă тата капиталлă юсавсем ирттернĕ чухне энергипе перекетлĕ усă курмаллине пăхăнмах тивет. Çуртсене тĕпрен юсамалли республика программипе нумай хваттерлĕ 21 çуртра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Инженери ĕçĕсене пурне те норматив йĕркине пăхăнса пурнăçланă, вĕсенче энерги перекетлекен çутăсем вырнаçтарнă, çуртсене аçа çапасран хỹтĕленĕ тата ытти те. Кăçал юсав ĕçĕсем ирттернĕ культура çурчĕсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче те ăшă режимне лайăхлатас, çав вăхăтрах газ тата электроэнерги тăкакĕсене чакарас меслетпе хăтлăх кỹнĕ.

Районта çавăн пекех урамсене çутăпа тивĕçтерес ыйтупа та нумай тимлеççĕ. 2017 - 2019 çулсенче çичĕ ял тăрăхĕнче çак ыйтăва татса панă.

Канашлура коммуналлă хытă каяшсем пирки йышăннă çĕнĕ йĕркесене вырăнсенче мĕнле пурнăçласа пыни пирки те калаçнă. Халăх пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан программăпа районти ялсенче 512 контейнер площадки тунă. Август уйăхĕнче ял тăрăхĕсенче çĕнĕ контейнерсене вырнаçтарма пикеннĕ. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе пирĕн район валли 775 контейнер (8 726,035 пин тенкĕлĕх) туяннă.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсеме ирттернĕ канашлура çавăн пекех вырăнсенче "Пурăн, вăрман!" акцие хутшăнса мĕн чухлă йывăç тата тĕм лартнине те пĕтĕмлетнĕ.

(Хамăр корр.) .

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика