Малашлăх тĕллевсене палăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019, 13:40 Просмотров: 350

Шупашкарта "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн XXIX конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацине «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă,

Партин Чӑваш регион уйрӑмӗн кӑҫалхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Юрий Кислов каласа кӑтартнă. Вӑл ҫавӑн пекех пӗрлӗхӗн килес ҫулхи тӗллевӗсене те палӑртнă. Уйрӑмах пӗлтерӗшлисен шутӗнче - 2020 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлав кампанийӗсене тӗплӗ хатӗрленсе ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси.

Чӑваш Енре наци тата парти проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатма пуҫарнӑ программӑсемпе палӑртнӑ мероприятисем мӗнле шайра пурнӑҫланнине "Единая Россия" партин ЧР Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн депутачӗсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ку енӗпе туса пыракан ӗҫсемпе регион уйрӑмӗн секретарӗн заместителӗ Николай Владимиров каласа кӑтартнă. Ку ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пысӑккине палăртса конференцие хутшӑнакансем ӑна малашне те туса пыма йышӑннă.

Конференцире ҫавӑн пекех парти проекчӗсене пурнӑҫлама хутшӑннӑ хастарсене Тав хучӗсемпе чысланă.

А. Ильин

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика