Министр – пирĕн  ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2019, 11:18 Просмотров: 263

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2019 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче кăларнă  133-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Иван Исаева Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пулма уйăрса лартнă. Вăл çак должноçра 2010-2015 çулсенче ĕçленĕ. Ăна саккуна пăсса вăрман сутнă тесе ăйăплама хăтланнăччĕ, кăçалхи август уйăхĕнче Аслă суд тÿрре кăларчĕ.

Михаил Игнатьев Иван Исаев министр пулнă чухне пысăк проектсем пуçарнине палăртнă: Шупашкар çывăхĕнчи çÿп-çап купине рекультивации туни, çĕнĕ полигон хута кайни, çуннă вăрмансем вырăнне хунавсем лартни. Вăрмансене пушартан сыхлас енĕпе Чăваш Республики вара чи ăнăçлă ĕçлекен регионсен йышĕнче шутланать.

Аса илтеретпĕр, Иван Васильевич пирĕн ентеш, унăн ачалăхĕ Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче иртнĕ.

А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика