Хăтлăх кĕртме – 1,5 млрд тенкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2019, 10:44 Просмотров: 167

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ноябрĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ ларăвне регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçланă. Сăмах — пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен.

Указпа  килĕшÿллĕн  республикăри ра-

йонсемпе хуласене тирпей-илем кĕртме 1,5 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрма йышăннă. Çак нухрата ачасене вылямалли ятарлă лапамсем, спорт лаптăкĕсем, экопарковкăсем тăвас, урамсене çутăпа тивĕçтерес ĕçе яма палăртнă. Кунсăр пуçне объектсем çывăхĕнче видесăнавсем те вырнаçтарĕç. Иккĕмĕш ен – социаллă  пĕлтерĕшлĕ çуртсем патне илсе пыракан çулсене тирпейлесси, тротуарсем хута ярасси тата ытти те. Республика бюджечĕсĕр пуçне муниципалитетсен те çак ĕç валли укçа уйăрассине палăртмалла, ку енĕпе граждансен, предпринимиательсен укçине явăçтарассине тивĕçтермелле.

Указ Чăваш Республикинчи халёх пурёнакан 119 вырёнти (населенный пункт) нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнчи 1200 ытла объекта тирпейлеме витĕм кÿрĕ. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп ĕçсене çитес çул пурнăçа кĕртме, патшалăх программисемпе хастартарах ĕçлеме ыйтнă. «Пир.н т.п т.ллев _ =ын  ё=та пурённине пёхмасёр пурнё= пахалёхне лайёхлатасси»: _ тен. Михаил Васильевич?

Аса илтеретпĕр, 2019 ноябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн строительство министерстви çĕршыври регионсенчи хуласенчи хăтлăхне хакласа вĕсен пахалăх индексне пичетлесе кăларнăччĕ. Вăл кăтартура республикăри тăхăр хуларан пиллĕкĕшĕ чи хăтлă та пурăнма лайăх хула йышне кĕнĕ.

А. Иванов

Хаклав

Светлана Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - финанс пайĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен указа алă пуснине, çавна май ялсемпе хуласене тирпей-илем кĕртме 1,5 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрма йышăннине хапăлласа йышăнтăмăр. Эпир ялсене хăтлăх кĕртес ыйтупа начар мар ĕçлесе пыратпăр-ха: культура учрежденийĕсем хута каяççĕ, çулсем çĕнелеççĕ, ача-пăча лапамĕсем, выльăх-чĕрлĕх витисем уçăлаççĕ тата ытти те. Халăх пуçарăвĕпе пурнăçлакан объектсен шучĕ те ỹссех пырать. Республика Пуçлăхĕ пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне тата ытларах лайăхлатма йышăннă укçа-тенкĕ пирĕн района та çитессе шанатпăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика