Ленинград блокади - пуриншĕн те чĕре суранĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2020, 08:36 Просмотров: 125

ĔНЕР, январĕн 27-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинград хулине блокадăран хăтарнăранпа 74 çул çитрĕ пулин те, истори страницине çырăнса юлнă 900 кун нихăçан та асран тухмĕ. Аслă хуламăршăн пынă çапăçусене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те сахалăн мар хутшăннă. Анчах шел, паян çав паттăрсенчен пĕри те пирĕнпе юнашар çук. Вăрçă ветеранĕсен йышĕ çулран-çул сайралса пырать. Çакă та кулянтарать. Хальхи вăхăтра вĕсем районта 17ĕн çеç пурнаççĕ. Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине мĕн пур халăхпа паллă тăвакан уява кĕтсе илме вĕсене пурне те Турă сывлăх патăрах.

Сăмах май каласан, Раççей чукун çулĕ пуçарнă акципе килĕшỹллĕн январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çулталăк вĕçленичченех вăрçă ветеранĕсемпе сусăрсем пуйăссемпе тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика