Хĕрарăмсен канашĕ те ял малашлăхĕшĕнех тăрăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2020, 10:42 Просмотров: 271

НĂРВАШ Шăхаль ял тăрăхĕнче обществăлла организацисем те начар мар ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем халăхпа власть хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, йывăр шăпаллă çемьесене пулăшма тăрăшаççĕ, çав вăхăтрах ял малашлăхĕшĕн те чылай ĕç тăваççĕ. Вăл шутра Вера Исакова ертсе пыракан хĕрарăмсен канашне те лайăх енчен çеç палăртса хăвармалла. Вĕсем кирек мĕнле мероприятинче те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Хисеплĕ ача амăшĕсем сцена çинче те пултаруллă, спорт мероприятийĕсенче те кăтартуллă, кирлĕ пулсан кирек кама та йывăрлăхра алă тăсса пулăшма та хатĕр. Урăхла каласан, вĕсенчен ыттисен те тĕслĕх илме пулать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика