Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2020, 14:41 Просмотров: 163

Олег Николаев пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене чакарма килĕшмен

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ЧР Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталшăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетес ыйтупа сăмах илнĕ. Çав виçене 8976 тенкĕ шайĕнче çирĕплетме сĕннĕ — умĕнхи кварталтинчен 309 тенкĕ пĕчĕкрех. Анчах Олег Алексеевич каялла чакман — хăй каланине «пĕрре илтсе яланлăхах ăнланма» сĕннĕ. Пособисемпе субсидисен виçи шăпах çав минимумран килет вĕт. Вăл хăш-пĕр регион практикине аса илтернĕ: хайхи минимум виçине умĕнхи кварталтинчен пĕчĕкрех шутласа палăртсан — ăна чакармаççĕ, унчченхи шайрах хăвараççĕ. Çавăнпа вăл ыйтăва тишкерессине каяраха куçарма, минимума чакармасăр хăварассине никĕслекен саккун проектне васкавлăн хатĕрлеме сĕннĕ.

Общество палатин членĕсемпе тĕл пулнă

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче Общество палатин членĕсемпе тĕл пулнă. Коммерципе çыхăнман организацисене пулăшасси, коммуналлă каяшсене уйрăммăн пухасси, туризма аталантарасси, общество пуçарăвĕсене хавхалантарасси тата ытти те — ОП членĕсене хумхантаракан ыйтусем пайтах. Вĕсене министерствăсемпе ведомствăсен çумĕнчи общество канашĕсем тухăçлă ĕçлеменни те, Шупашкара Атăл тăрăх карапсемпе килекен туристсен пысăк пайĕ кунта чарăннă май Шупашкар курма мар, автобуссене тиенсе Йошкар-Олапа паллашма васкани те, ытти те пăшăрхантараççĕ. Сĕнÿсене шута илнĕ май Олег Николаев чылайăшĕн тĕлĕшпе çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ хушусем пулассине палăртнă.

100 çул тĕлне — 100 ытла ача

Республикăри шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсен йышĕнче тăван чĕлхепе тата литература вулавĕпе ăс-тăн вăййисем иртнĕ. Чăваш тата тутар чĕлхипе литературине халалланă ăмăртусене тăваттăмĕш класра вĕренекен 103 ача хутшăннă. Чăваш чĕлхине пĕлессипе наци шкулĕсен йышĕнче Патăрьел тата Елчĕк районĕсен, вырăс шкулĕсен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисен тата Муркаш районĕн ачисем малти вырăнсене йышăннă. Чăваш литература пĕлĕвĕпе Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Элĕк тăрăхĕсенчи шкулсен ачисем палăрнă. Аса илтеретпĕр, кĕçĕн классен ăс-тăн 25-мĕш вăййисене Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

17 пин вĕренекен пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ

Çитес вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енре 17 пин вĕренекен пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ, вĕсенчен 7700-шĕ Шупашкарти шкулсенче вĕренĕ.

Вун иккĕмĕш хут

Февралĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарти «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми – 2020» курав иртет. Ăна кăçалхипе вун иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика