Интернет тус та, тăшман та пулма пултарать

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2020, 14:59 Просмотров: 181

ХАЛЬХИ вăхăтра Интернет ватти-вĕттине хăйĕн тетелне явăçтарчĕ. Цифра технологийĕн ĕмĕрĕ нумай ырă енсемпе пĕрлех кашни çынра пысăк асăрханулăх та çуратрĕ темелле. Паян, акă Раççейри Рунет (вырăсла Интернет) хăрушсăрлăхĕн 13-мĕш эрни вĕçленет. Çак ятарлă кунсемпе усă курса Шăхачри ял вулавăшĕнче Светлана Убаськина библиотекарь Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекен ачасемпе "Усăллă тата сиенлĕ Интернет" темăпа калаçу йĕркеленĕ, мошенниксенчен, усал шухăшлă çынсенчен çирĕп асăрханмалли, ачасен Интернетра хăйсене мĕнле тытмалли пирки тĕплĕн ăнлантарса панă. Сăмах май каласан, çак ыйтупа район администрацийĕн Пысăк залĕнче иртнĕ анлă ларăвĕнче федераци çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен сферинчи надзор службин Чăваш Республикинчи управленийĕн представителĕсем те çивĕч калаçу йĕркелерĕç, ашшĕ-амăшĕсен те, ачасен те хăйсем çинчен калакан персоналлă кăтартăвĕсене лартассипе асăрхануллă пулмаллине ăнлантарчĕç. Интернет пирĕн тус е тăшман пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика